Николай Евдокимов


Николай Евдокимович Евдокимов 1893 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Самар облаçĕнчи Чаллă Пуç районĕнчи Çĕнĕ Таяпа ялĕнче çуралнă. 1911 çулта Саврăшри икĕ класлă шкултан, 1913 çулта Теччĕри педагогика курсĕнчен вĕренсе тухнă. Кайран темиçе çул ялта ачасене вĕрентнĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пынă вăхăтра ăна çара илнĕ, ун хыççăн вăл граждан вăрçине хутшăннă. 1919-1925 çулсенче Хусан университечĕн медицина факультетĕнче вĕреннĕ. Каярах Н. Евдокимов Шупашкарти тата Канашри больницăсенче ĕçленĕ, Тăван

çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ пулнă.

Пултарулăх ĕçне Н.Евдокимов 1925 çулта пуçăннă. Писателĕн малтанхи юптарăвĕсем «Хĕрлĕ сăнă» кĕнекере (1929) пичетленнĕ. 1936 çулта «Юптарусем» кĕнеки кун çути курнă. 1962 çулта вăл «Çулсем-йĕрсем» роман, 1964 çулта «Крепков» повесть пичетлесе кăларнă.

Çыравçă 1964 çулта вилнĕ.


Хайлавĕсем