Аманнă вăкăр
Пăяхам, пăяхам, итле-ха! —
Терĕ хăла Лашана Качака. —
Вăкăр аманнă, вăкăр, Ваçкă ятли,
Пĕлетĕн вĕт, леш, ăратли.
— Мĕнле апла? Ак тамаша! —
Тесе тĕлĕнет хăла Лаша. —
Вăт инкек, епле аманнă?
— Епли-мĕнĕ, кĕпер айне йăваннă,
Икĕ ури хуçăлнă лăштăрах. —
Аманнă Ваçкăна паçăрах
Кĕпер айĕнчи тип çырмаран
Тракторпала кăларчĕç аран-аран,
Унтан килсе вырттарчĕç картана.
— Вăкăрĕ вилмен пуль? — Çук, вилеймен.
Ун телейне, ыттисем пурте сисеймен,
Пĕлнисем васкаса çитнĕ, халь ăна
Çилĕ тавăрма тытăннă пикенсех:
Пĕри çыртать, хăшĕ сĕкет,
тепри çилленсех
Пыра-пыра тапать меллĕрех вырăнтан,
Тĕлĕнмелле, никам та хăрамасть
халь унтан.
Ас ил, пурте тĕлĕнетчĕç вăйĕнчен,
Тулăксăрччĕ вăл, сĕкетчĕ,
Хăраса çеç пурăнатчĕç хăйĕнчен.
Ăна сăмах та чĕнейместчĕç.
Ахлатса выртать халь картара,
Хевти йăлт пĕтнĕ вăкăрăн.
— Чим! — тет Лаша. — Эсĕ çав вăйлă Вăкăра
Мĕнпе тавăртăн? Мĕн турăн?
— Эккей, хăравçă тетни вара эс мана?
Эп ун патне пытăм та хыçалтан
Виç хут сĕкрĕм чи ачаш вырăнтан! —
Терĕ Качака Лашана.
Юлташ, çынна кӳрентерме ан хăтлан —
Ӳксе аманма пултаран!
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...