Тамара тарăхать
Хĕрачасем пӳрт çумĕнче
Лараç хĕвел ăшшинче.
Хăйсем таса, тирпейлĕ,
Пуканисем илемлĕ.
— Ман хĕр маттур, макăрмасть,
Амăшне чăрмантармасть, —
Тесе пĕри юр юрлать,
Пуканине çупăрлать.
— Аçу килте-и, Нина? —
Тесе ыйтать Ульяна.
— Атте кайрĕ вăрмана
Кӳршĕсемпе кăмпана, —
Хуравлать леш юрласа,
Пуканипе выляса.
— Улькка, сан аçу ăçта,
Килте лармасть пуль вăл та?
— Пулла кайрĕ ман атте,
Таврăнмасть вăл каçчен те.
Аттесемпе мĕн тăван,
Канмалли кун вĕт паян?
Пĕрин ашшĕ кăмпара,
Теприн ашшĕ пулăра.
Манăн атте сăрара, —
Тет пĕчĕкçĕ Тамара, —
Сăра ĕçсе савăнать,
Виле ӳсĕр таврăнать,
Çапкаланать, кăшкăрать,
Пире хуса кăларать...
Пĕчĕк ача тарăхса
Йĕре-йĕре калаçать.
Ун сăмахне итлесе
Ват чĕре пăшăрханать.
Ĕçкĕ сиен кӳнине
Пурсăмăр та пĕлетпĕр.
Çапах та хăнасене
Эрехпеле сăйлатпăр.
Мĕнле йывăр ĕçсем те
Пурнăçланаç ăмăртсан.
Ĕçме пăрахасси те
Пулатех çине тăрсан.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...