Çĕнĕ хваттерте


Хваттер лайăх, калама çук,

Ваннăй та пур, кухня та.

Сĕрĕм те çук, хăрăм та çук.

Вĕрет чей те, яшка та.

 

Кантăксене чĕнтĕр карнă,

Шифоньер пĕр пӳлĕмре.

Урайсене кавир сарнă,

Телевизор кĕтесре.

 

Илемлетнĕ, тирпейленĕ

Ик пӳлĕмлĕ хваттерне.

Анчах пӳлĕм масине

Ярать ватă асанне.

 

Диван çинче карчăк выртать

Чирĕпеле ахлатса.

Пĕр кĕрет кинĕ, пĕр тухать

Çиллипеле вашлатса.

 

Пысăк хваттер илес тесен

Çемье йышлăрах кирлĕ.

Кайран, хваттерне кĕрсессĕн,

Карчăкĕ кама кирлĕ?

 

Çатма çинче çу чашкăрать,

Кин икерчĕ пĕçерет.

Ачисене ăс вĕрентет,

Диван çине кăтартать:

 

— Ку дивана салатмалла,

Пружинисем ун начар.

Урăх сăрпа сăрламалла,

Атьăр ăна салатар!

 

Диван çинче ват асанне

Выртать пĕрмай ахлатса.

Атьсем диван пăтисене

Кăлараççĕ ухлатса.

 

Асламăшĕ вĕсем çине

Пăхса тăрать хурланса.

Салатаççĕ вĕт диванне,

Ăçта каймалла тăрса?

 

Кĕççе питлĕ ăссăр çынсем

Пур-ха пирĕн хушăра.

Ватăлмĕç-ши вĕсем хăйсем

Пурăннă пурăнăçра?

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Agabazar (2016-02-14 23:46:54):

"Капкăн" журналта пичетленсе тухнă пулнă иккен çак сăвă. Хăçан-ши?

 

Галина (2016-02-19 16:48:01):

Ытлашши ĕлĕкех мар пуль. Халь çапла пулса кайрăмăр. Ĕлĕкрех ватăсене хисепленĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: