Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Юратан эс паян теприне,
Ăна çеç яр уçан чĕрӳне.
Чуптăватăн ăна — мана мар,
Ку вăл маншăн — пуç урлă чукмар!
Хушса юрламалли:
Теприне, теприне,
Юрататăн манран хитрине.
Хитререх-ши чунпа
Çав тепри,
Юратать-ши ман пек
Ун чĕри?
Ыратать чун ирпе те каçпа,
Çапнăран эс пуçран чукмарпа.
Чăтаймасăр çакна чĕремпе,
Йăпанатăп эп те тепринпе.
Акă халь ачашлатăп куллен
Эп ăна аллăмпа çӳçĕнчен.
Анчах эпĕ пулсан та унпа,
Эс тăратăн умра сăнупа.
Эп паян — сан хулунта,
Килтĕм пĕр куна кунта.
Халь пыратăп, ак, пĕччен,
Тытса сунчăк алăпа,
Çурхи çумăр айĕнче
Урамри тротуарпа.
Пĕлтĕрхи кĕркуннерен
Çур çул иртрĕ. Ман чĕрем
Манайман халь те сана.
Тапать хăвăрт, васкаса,
Вăл паян сан урамна
Эп çывхарнăçем утса.
Акă çитрĕм. Ман умра
Хулари тĕп урамра
Тăхăр хутлă çурт тăрать.
Ун пĕрремĕш хутĕнче
Илĕртсе йăлтăртатать
Пĕр çап-çутă чӳрече.
Сана эп вăрах курман.
Ютшăнман-ши эс манран?
Е тĕл пултăн теприне —
Ăслине те хитрине?
Кĕмелле-ши сан патна?
Уçмалла-ши алăкна?
Ак, шаккарăм эп ăна
Хумханса. Анчах мана
Алăку уçăлсанах
Кĕтсе илчĕ сан куллу.
Сисрĕм эп: манпа сана
Паянхи çак тĕлпулу
Çыхăнтарĕ ялана...
Никам çинчен те шутламастăп,
Пĕр никама та асилместĕп.
Пурнăçра никам та кирлĕ мар,
Çапах та... эс умра ялан.
Никам çинчен те юрламастăп,
Никам çинчен сăвă та хывмастăп.
Çук, эсĕ — манра, эс — чĕремре,
Сана кăна саватăп çĕр çинче.
Эпĕ улттăра-çиччĕре чухне пĕрре аттепе улăхран утă турттарса килетпĕр. Манăн утă лавĕ çине улăхса ларас килет, анчах атте мана лартмасть, лашана йывăр тет. Утă урапи чăн та пысăк, тӳрем çул çинче те лаша урапана аран-аран туртать. Эпĕ лав хыççăн утса пыратăп. Манпа пĕрле хамăрăн тиха утса пырать. Хутран-ситрен эпĕ ăна ачашласа унăн кукăр илемлĕ мăйне хыçатăп. Тиха, мăйне хыçсан, чарăнсах тăрать, хыçма пăрахсанах, хушка пуçне каçăртса, амăшĕ патнелле чупать.
Яла кĕрсен, зпĕ хамăра хирĕç пĕр лав пынине куртăм. Пысăк тимĕр кăвак лаша пуçне ухса утать. Рессорлă тăрантас ураписем шăлтăр-шăлтăр туса çăмăллăн кусаççĕ. Тăрантас çинче хура пустав тумлă çамрăк çын ларса пырать. Вăл, чĕн тилхепине карăнтарса, лашине çул хĕрнелле тытрĕ.
— Эй, пичей, тихана сутмастăн-и? — ыйтрĕ çын. Пирĕн тихана курсан, лашине тăратрĕ.
— Сутас-çке, сутмалла... Урапа илме укçа кирлĕ, — терĕ атте, вăл та лашине тăратрĕ.
— Сут, эпĕ илетĕп. Халех Микула пичче патне кĕртсе хăваратăп.
Тихана Микула пичче патне кĕртетĕп тенине илтсен, эпĕ шартах сикрĕм. Микула выльăх пусса какайпа сутă тăвать, ку çын тихана пусма илет пуль терĕм.
Малалла
Ан ыраттар ман чĕрене,
Йăл-йăл кулса эс теприне.
Кулсан та кул ман умра мар —
Пулман чух эпĕ юнашар.
Ан пăлхантарччĕ ман чуна,
Вылянтарса ал-уруна
Эс урăх каччă умĕнче:
Виç çыншăн хĕсĕк-çке тĕнче.
Ан тĕрĕсле ман тӳсĕме!
Пултараймастăп эп темме
Чăтма çын икĕ питлине,
Куçне ун-кун вылятнине.
Юратмасан та эс, кала
Тĕрĕссине. Ан ултала!
Пулсан та йӳçĕ чăн сăмах,
Лăпланăп-ха кайран хамах.
Чул пек хытарăп эп чуна,
Нихçан çиленмĕп каччуна.
Ултав çеç кирлĕ мар пире,
Ыратсан та хĕрӳ чĕре.
Мана санран салам каларĕç.
Йăл култăм эп ăна илтсен.
Савăнăçпа куçсем вылярĕç,
Çăлтăрсем пек çиçсе илсе.
Сан куллуна аса илтерчĕ,
Çулсем иртсен те, çак салам.
Чуна вăл ăшшăн çӳçентерчĕ
Эс тăнă евĕр манпалан.
Пит çăмарти сан мăкăнь пекчĕ,
Вĕри тутуччĕ — панулми.
Ахахпалан çӳçӳ пĕрехчĕ,
Сассуччĕ çепĕç, манайми.
Алăсене чăмăртасассăн
Савса эпир пĕр-пĕринне,
Пӳлĕнерех тухатчĕ сассăм,
Пытараймасăр чунрине.
Сана эп те салам яратăп
Шухăшпалан çеç халлĕхе.
Тĕл пуласса шанса тăратăп:
Ан сӳнтĕр çеç чунри хĕлхем.
Çуркунне курнăранпа,
Калаçнăранпа санпа
Йывăрланчĕ самана:
Манаймастăп эп сана.
Йăрăс, хура çӳçлĕ хĕр,
Маншăн эсĕ пĕртен-пĕр
Пулса тăтăн чăн пике!
Пайланма, ванма икке
Хатĕр эп сана пула:
Юрату, пуль, пит шала
Кĕчĕ манăн чĕрене.
Çавăнпа эп каçхине
Сан çинчен шухăшласа
Çухататăп хам ăса.
Пăлханса тапать чĕре.
Чунăм та, йĕре-йĕре,
Лăпланмасть мĕн ирчченех.
Сансăр эпĕ. Пĕчченех.
Санăн пур, анчах, тепри.
Юрататăн çав тери
Эс ăна çеç — мана мар.
Çук манпа эс юнашар...
Шăвать пурнăç малалла -
Сана манăн манмалла,
Манаймастăп пулсан та,
Сана эпĕ паянтан
Юратма пăрахмалла,
Малаллах пурăнмалла.
Эс, чĕрем, апла пулсан,
Васкаса ан тап, лăплан.
Каçар мана, пуриншĕн те каçар,
Хăвна тĕл пулнишĕн каçар.
Сан çул çине тăнишĕн,
Хăвна савнишĕн те каçар.
Каçар, халь ху пĕччен юлнишĕн,
Эс шăплăхра асапланнишĕн.
Иксĕмер утнă сукмак çине
Халь никам та çӳременнишĕн.
Каçар мана — аякка тухса кайнишĕн,
Пурнăçăма урăххипе çыхнишĕн.
Каçар... хам телейпе çиçнĕ чухне
Сан юратăвна туйманшăн.
Мĕншĕн-ши çапла пит кая юлса,
Тĕл пултăмăр-ши эпир санпала?
(Юрăран)
Çепĕç юрă тыткăнне путмаллипех путнă эпĕ. Юхать юрă çепĕççĕн те тунсăхлăн, чун-чĕремшĕн кашни сăмахĕ илтĕнет пăлханчăклăн. Мĕншĕн, мĕншĕн?.. Пирĕн çинчен, манпа сан çинчен янăрать-çке юрă. Юррине хывакансем пире асра тытса хывнăн, кашни сăмахĕ чун-чĕреме, ăс-тăнăма, ӳт-кĕлеткене сăрхăнса кĕрет, иртнине куç умне кăларса тăратать.
...Хаваслă паллашу пĕр самантра, савăнăçлă тус-юлташсем хушшинче пулса иртнĕччĕ. Иксĕмĕрĕн те çумра туслă çӳрекен çынсем пулнипе ун чухне пĕр-пĕрин çине, тен, тинкерсех пăхман. Пурнăçра текех тĕл пулмастпăр та пулĕ тенĕ. Астăватăп-ха, шавлакан туссем хушшинче эсĕ çеç тунсăхлăн ларнине, хăвăртрах çак ушкăнран кайма тăрăшнине. Унтан... Çулсен таппи, юханшыв сикки пек, малалла ыткăнать. Тĕлĕнмелле тĕлпулу... Пурнăç хăех пире тĕл пултарчĕ. Манман иккен эпир пĕр-пĕрне, асрах тытнă... Манма та шутламан... Анчах та чĕремĕрсем мĕнле пĕр-пĕрин патне туртăнаççĕ пулин те, эпир халĕ иксĕмĕр те ирĕклĕ мар. Ирĕклĕ мар...
Малалла
Ăçта эсĕ, çăлтăр-пикеçĕм,
Ăçта эс çӳретĕн паян?
Шăрçа куçусем санăн камшăн çиçеççĕ,
Кампа чун уçса калаçан?
Хушса юрламалли:
Эс — çăлтăр, эс — çăлтăр, пикеçĕм!
Пĕр эсĕ çеç ман чĕрере.
Савниçĕм-пикеçĕм, чун савнă чĕкеçĕм,
Санран хитри çук тĕнчере!
Сана тĕлĕкре час куратăп,
Курмастăп, анчах, пурнăçра.
Чунран юратас ĕмĕтпе пурăнатăп,
Каймастăн эс ман пуçăмран.
Çурать çеçкине шурă çĕмĕрт,
Пире парнелет илемне.
Татасчĕ, пикеçĕм, пĕрле ĕмĕр-ĕмĕр
Çав çĕмĕртĕн çеçкисене!
■ Страницăсем: 1... 298 299 300 301 302 303 304 305 306 ... 796
|
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...