Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ватă чĕре — çамрăк чунЧакăл-туТăм ӳкнĕ ирАслă халалИлле ТăхтиЯл калавĕСулпикепе Валĕм хун

Эп ăсатрăм сана


Эп ăсатрăм сана ыр сунса,

Курăнми пуличчен ал сулса,

Çĕмĕртсем çеçкине тăкиччен,

Шăпчăксем юррине маниччен.

 

Эпĕ кĕтрĕм сана чĕререн

Чунăма çунтарса, кунсерен.

Каçсерен ыйăха çухатса,

Ирсерен ĕмĕтпе йăпанса.

 

Шăрçаларăм нумай çырусем

Шыраса чи ачаш сăмахсем.

Каçсерен сар çурта тивертсе,

Шур хута куççульпе йĕпетсе...

 

Çырса ятăн мана виç сăмах.

Ун пекки эп кĕтменччĕ, чăнах!

Виç сăмах — «Манайсам, ан кĕтсем».

Чунăма самантрах хуçнисем.

 

Эп ăсатрăм сана ыр сунса,

Курăнми пуличчен ал сулса.

Çав-çавах сăнарна манайман.

Тен, кĕтме те пачах пăрахман...

Шухăшла ман çинчен


Ман çинчен, чун савни, шухăшла

Ир те каç, çурçĕрпе, кăнтăрла.

Чĕремре упраса сан сăнна

Чунăмпа эпĕ туйăп çавна.

 

Савнă тус, маншăн эс тунсăхла,

Çав-çавах макăрма ан шутла!

Шухăшна, тунсăхна туйнăран

Ăшăмра лăпланайĕ суран.

 

Ĕненсем, чун савни, ĕненсем,

Кĕç иртеç çак кичем кун-çĕрсем!

Тĕлпулу самантне васкатса

Пурăнап пĕр санах юратса!

 

Кĕтсе ил, савнă тус, кĕтсе ил,

Тутрупа куççульне шăлса ил!

Ман хĕрӳ ытама вырнаçма

Эс тухсам васкаса урама!

Ейӳ сарăлсан


Çыр хĕрринче ӳсет йăмра —

Хăй чĕркуççи таран шывра. —

Тух хăвăртрах, йăмра, шывран,

Шăнса эс чирлĕн çаруран.

Йăмра пăхмасть те каялла.

Тек тайăлать вăл шывалла.

Юлташĕпе вăл ух! та ух!

Кӳлленчĕк урлă сикнĕ чух

Шуса ӳксе лапра çине

Варланă пулнă кĕпине,

Ак халĕ амăш куриччен

Васкать, чӳхет ăна темччен.

Хĕвел çаврăнăшсем


Çавра пуçĕсене усса

Ирччен канассăн çывăраççĕ,

Хĕвел тухсассăн пит çуса

Сап-сар пуçĕсене тураççĕ.

 

Кун каçипе çӳл тӳпене

Куç сиктерми пăхса лараççĕ,

Хĕвел пулма ĕмĕтленен

Хĕр ачасем пек туйăнаççĕ.

Нихăшĕнчен те илемли


Атăл тăрăх тăвалла е анаталла каятăн-и, пăхатăн та икĕ енче те ешĕл хӳме тытнă евĕр ӳссе ларнă вăрмансене куратăн. Сылтăм хĕрринче — улăпла юмансем, кăпăшка çăкасем, шап-шурă хурăнсем, лăстака йăмрасем… Сулахай енче — Йăлăм вăрманĕ.

Пысăк вăрман вăл, Йăлăм вăрманĕ, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Йăрăс та пĕлĕте кармашнă хырсем кунта, сунчăк евĕр ӳссе ларнă ялан симĕс чăрăшсем, шерепеллĕ хурăн, пăшăлти ăвăс. Мĕн тĕрлĕ-тĕслĕ ӳсен-тăран çук-тăр ку вăрманта! Ăçта пăхатăн — унта, ăçта çитетĕн — çавăнта ытарма çук илем.

Апла пулин те пĕр вырăн вара тата илемлĕрех.

Ку тĕлте Атăл икĕ юпленсе юхать. Сулахай енчи çӳлех мар çыран тăрăх — улăх, улăх хĕррипе — хăвалăх, хăвалăх хушшинче тем тăршшĕ кӳлĕ йăлтăртатса выртать. Çак хӳтлĕхри лăпкă кӳлĕре «кăкшăм» тенĕ лили ӳсет. Çеçки питĕ хитре çак кăкшăм ятлă чечекĕн. Пысăк та çаврака çулçисем шыв çинче такам юри сарса тухнă пек выртаççĕ, çулçисем хушшине шап-шурă чечек папакĕсем шăкăри тухса лараççĕ. Çав папкаран тытăнса шăп та шай кăкшăм евĕр чăмăркка çимĕç ӳсет. Паллах, çак чăмăрккана пула «кăкшăм» тенĕ ĕнтĕ ку чечеке.

Улăх тăрăхĕнчи хăвалăхра шăланпа палан йывăççисем нумай. Çуркунне чечеке ларсан, вĕсене те ытарма çук.

Малалла

Шурă акăш манăн пулаясчĕ


Вăрман тăрăх утрăм, кӳлĕ куртăм.

Куртăм шурă акăш ишнине.

Ырлăх çине пулĕ хурлăх тупрăм...

Эп çухатрăм чунăм савнине!

 

Шурă акăш манăн пулаясчĕ,

Вĕçейсе каясчĕ тӳпене!

Сан умна анса-çке лараясчĕ

Юрласа чĕреçĕм юррине!

 

Тепĕр хут анчах ман кураясчĕ

Çутă уйăх евĕр сан сăнна!

Куçунтан пăхса тепре каласчĕ

Еплерех савни çинчен сана!

 

Шурă акăш эпĕ пулаяс çук.

Ăраскал паман-çке çунатне!

Сан умна вĕçсе те пыраяс çук

Юрлама чĕреçĕм юррине!

Аслати


Тӳпене сăнать ача:

Хыврĕç пĕлĕтрен мачча.

Хыврĕç васкасах. Вара

Ĕç пуçланчĕ маччара.

 

Йăлтăр-йăлтăр

Йăлтăртик!

Хăнтăр-хăнтăр,

Хăнтăртик!

— Мĕн тăваççĕ

Пиччесем?

— Кустараççĕ

Пичкесем,

Шыв кӳреççĕ.

— Мĕн тума?

— Вăйлă çумăр çутарма.

Ӳкерчĕк


Çĕнĕ пӳрт ӳкертĕм,

Турăм мăрйине.

Тухрĕ сар хĕвел те

Янкăр тӳпене.

 

Пĕлĕтсем шап-шурă,

Пысăк мĕлкесем...

Хумлă-хумлă тырă —

Анлă уйĕсем.

 

Яштака шур хурăн

Лартрăм çăл умне.

Сад ӳкерсе хутăм

Чӳрече умне.

 

Татăк хут анчахчĕ

Тин çеç ман умра.

Пурнăç сăн-сăпачĕ

Чĕрĕлчĕ унра.

Кам-ши эпĕ?


Анне мана: «Чĕппĕм», — тет.

Атте: «Ашкăнчăк эс», — тет.

Асаннеçĕм: «Ĕнчĕ», — тет.

Аппа: «Хура курак», — тет.

Шăллăм виртлет: «Упăте!»

Инке: «Путенеçĕм», — тет.

Кӳршĕри Терен тете:

«Тылла пуçри тăрна», — тет.

Эп тăратăп аптраса,

Кам-ши эпĕ чăнласа?

Умсăмах


Тусăмсем! Эсир ешĕл çуркунне, çулла е кĕркунне Атăл, Сăрпа Çавал тăрăх çӳресе курнă-и? Мĕн тери илемлĕ, пуян та тараватлă вăл таврари çĕршыв! Шăнкăр-шăнкăр юхан шывсем, йăлтăр-йăлтăр кӳлĕсемпе ем-ешĕл улăхсем, вăш-вăш çил вĕрнĕ чух кăмăллăн пăшăлтатса, лăпкă ир-каç шăп-шăппăн ларакан вăрмансем, тинĕс евĕр курăнакан шав-хумлă тыр-пул уйĕсем… Мĕн тĕрлĕ чĕрчун, мĕнле кăна юрăçă кайăк çук-ши вăл ешĕл улăхсемпе вăрмансенче, пулăхлă та ырлăхлă уй-хирсенче! Кай та чуну каниччен, кăмăлу туличчен киленсе çӳре.

Анлă та мăнаçлă Атăл тăрăхĕнче те, Сăрпа Çавал таврашĕнче те пайтах пулса курма тӳр килчĕ мана. Мĕн курнине, мĕн пĕлнине çырса хутăм, сире те каласа парас терĕм.

■ Страницăсем: 1... 24 25 26 27 28 29 30 31 32 ... 796