Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
— Каç пулттипе, Кĕркури,
Атя ĕне çитерме.
— Пырăп, — терĕ Кĕтерне.
Пытăр эппин. Пытăр-и?
Ытти хĕрачасем пек
Пирĕнтен вăл ютшăнмасть.
Хамăрла вăл пĕтĕмпех —
Курнăçланмасть, юнтармасть.
Ашшĕпе те мухтанмасть,
Амăшпе те мухтанмасть.
Юлашки чĕл çăкăрне
Çурмалла тума хавас.
Атя ĕне çитерме,
Кĕл улмийĕ пĕçерме,
Савăк юрă итлеме.
Эх, юрлать те Кĕтерне!
Пӳрт çинче пит уççăн, сыввăн
Хавасланчĕ çумăр шывĕ.
Вăл хăех каларĕ шăпăр,
Пĕр ташларĕ тăпăр-тăпăр!
Çĕр çине кĕç сиксе анчĕ —
Сиксе анчĕ те шăпланчĕ.
Пухăнчĕ кӳлленчĕке,
Ĕнтĕ юрламасть текех.
«Эс кама капла кӳрентĕн,
Мĕн пирки халь чĕмсĕрлентĕн?»
«Лекрĕм мар-и тыткăна...» —
Терĕ шăппăн вăл мана.
Тытрăм пĕчĕк кĕреçе,
Тытăнтăм хĕрсех ĕçе.
Уçрăм эпĕ анлă çул —
Шыв ал сулчĕ: «Чипер юл!
Тавтапуç! Эс çул уçса
Питĕ пулăшрăн мана».
Шăнкăр-шăнкăр юрласа
Шыв васкарĕ çырмана.
Ярăм-ярăм сапрĕ
Хĕвел çут хĕмне.
Кӳлĕ шывĕ çакрĕ
Кĕмĕл теветне.
Лăпкă çил хускатрĕ
Вĕтĕ хумсене.
Тевет çинчен татрĕ
Çутă тенкине.
Вĕлт те вĕлт çухалчĕç
Татнă тенкисем...
Ак каллех çуталчĕç —
Шыв çинчех вĕсем.
Çулсем иртсен те чĕремре
Пачах сӳнмен-ха шĕл кăвар.
Эс пур чухне çак тĕнчере
Мана никам та кирлĕ мар.
Мана никам та кирлĕ мар,
Пĕр çулпала ялан утар!
Çут уйăх пек чипер сăнна
Куç илейми курас килет.
Саватăп пĕр сана кăна,
Чăн юрату телей пиллет.
Чăн юрату телей пиллет,
Пур инкекрен те хӳтĕлет!
Эс манпа чух, эп санпа чух
Пире çĕнеймĕ çичĕ ют.
Чăн юратăвăн вĕçĕ çук.
Çакна калатăп çĕр-пин хут!
Çакна калатăп çĕр-пин хут,
Ĕмĕр çулне манпа эс ут!
Вăл кун эпир Йăлăм вăрманне кăмпа татма кайрăмăр: эпĕ, Мирон Кузьмич, кӳршĕ ачи Эрхип — виççĕн. Çывăхра çынсем нумаййăн çӳренĕ, кăмпа шыраса хырсем айĕнчи «кавире» тăпăлтарсах пĕтернĕ, çавăнпа пире Мирон Кузьмич тӳрех инçете, çынсем питех çӳремен вырăна, ертсе кайрĕ. Мирон Кузьмич вăл, Йăлăм вăрманне тахçантанпах çӳрекенскер, хăш вырăнта мĕнле кăмпа ӳснине лайăх пĕлет.
Вăрманти çулпа чылай инçете кайса пĕр шурлăхлăрах тĕле çитрĕмĕр, çулран пăрăнса кĕтĕмĕр те, эх, кăмпа!.. Шучĕ те, вĕçĕ-хĕрри те çук! Шур кăмпа, хыр кăмпи, хурăн кăмпи, хĕрлĕ кăрăç… Пĕринчен тепри илемлĕн курăнса: «Мана тат, мана!» — тенĕ пек илĕртсе лараççĕ. Кунтăсене тем хушăра туп-тулли тултартăмăр.
Кунĕ питĕ ырă кун пулчĕ: уяр, лăпкă, сывлăш таса; вăрмантан тухас килмест. Вăрманĕ ку вырăнта питĕ илемлĕ. Тӳпемрех çĕрте — авалхи хырсем, айлăмра — хурăнлăх, пысăках мар кӳлĕ пур, ун тавра карталанса хăмăш ӳссе ларнă.
Тулли кунтăсемпе карçинккасене атăш курăкĕпе хупласа çыхрăмăр та киле таврăнас умĕн канма лартăмăр.
«Крли-и-и! Крли-и-и!» — илтĕнсе кайрĕ сасă.
— Тăрнасем!.. — кăшкăрса ячĕ Эрхип.
Малалла
Те шăрçа ку, те пăрçа:
Савăнтарать пахчаçа.
Хĕрлĕ мар, хура та мар,
Симĕс мар вăл, сарă мар.
Ку вăл — шурă хурлăхан —
Витĕр курăнать пăхсан.
Çип çине тирсе тухсан
Мăй çыххи тума аван.
Шурă хурлăхан ӳсет
Пирĕн пахчара кăна.
Камăн çиесси килет —
Килсе курăр хăнана.
Аслă вăрман уçрĕ
Ешĕл каррине.
Ман сукмакăм чупрĕ
Чăтлăх варрине.
Çут хĕвелĕ шелсĕр
Ăшшине тăкать.
Сулхăн тӳсеймесĕр
Тĕм хыçне тарать.
Вăрман имĕ-симĕ —
Хĕп-хĕрлĕ çырла.
Тутлă, ырă çимĕç
Пирĕн тавралла.
Ăшă, ырă куншăн
Савăнать чĕре.
Кунтăк хыççăн кунтăк
Тулчĕ ĕшнере.
Кĕнеке!
Эс — пире вĕрентекен,
Пысăк ăс парнелекен,
Ĕçлемешкĕн чĕнекен,
Кĕнеке!
Кĕнеке!
Эс — пире вăй кӳрекен,
Çĕнтермешкĕн пиллекен,
Çут малашлăх сĕнекен,
Кĕнеке!
Кĕнеке!
Эс — пире ӳстерекен,
Инçете вĕçтерекен,
Ĕмĕте çитерекен,
Кĕнеке!
Сакăлта та чаккама,
Йăлтăркка, яка,
Юратать ачашланма
Уйăхри тиха.
Кунсерен ĕçе тухать
Амăшĕпеле.
Е кая тăрса юлать,
Е иртет каллех.
Çăмăл пултăр кăшт тесе
Юнашар утать.
Амăшĕ çавна сиссе
Çăмăлрах туртать.
Йăлăмра лăсăллă вăрман ытларах: хыр, чăрăш. Лăсăллă вăрманта сывлăш питĕ сиплĕ, ырă, уçă, таса. Çавăнпа ман кӳршĕ Мирон Кузьмич Йăлăм вăрманне сунара е çырла-кăмпа татма çеç мар, ахаль уçăлса çӳреме те час-часах каять. Пуринчен ытла хырлăхра çӳрет.
Çӳреме те лайăх хырлăхра. Хура вăрманти пек чăтлăхсем çук унта, урана чăлханакан çатăрка курăксем те ӳсмеççĕ. Йăрăс та тем çӳллĕш хырсем хушшипе çӳренĕ чух чи хаклă йышши кавир çийĕн утса пынăн туйăнать. Чăн-чăн кавир пекех çав хыр е чăрăш айĕнче ӳсекен мăк курăкĕ. Шупка кăвак тĕслĕ çипрен чĕн-тĕрлесе çыхнă тейĕн вăл курăка: вĕтĕ-вĕтĕ çулçисемпе эрешленсе çыхланса, кĕççеленсех ларать; тымарĕ кĕскескерне лаптăкĕ-лаптăкĕпе сĕвсе илме пулать.
Çак çемçе «кавир» çийĕн канлĕн кăна утса çӳретĕн вара хырлăхра. Анчах, унччен пулать-и, кунччен-и, сан уру айне темĕнле хытă муклашка лекет те нăтăрт! туса ванса каять. «Кавире» уçса пăхатăн та… эх, шурă кăмпа пулнă-мĕн!
Кун хыççăн эс асăрхансарах çӳреме, унталла та кунталла пăхса пыма тытăнатăн. Чим, тата пур иккен кунта шур кăмпасем! Акă, инçех те мар пĕри «кавире» шăтарса уçнă та хăйĕн шупка хăмăр шлепкине кăшт кăна кăтартса ларать. Кунтах, çывăхрах, тепре, иккĕ, виççĕ… У-у, мĕн чухлĕ! Пăх-ха эс вĕсене, «кавирпе» витĕнсе лараççĕ. Ăшă пултăр теççĕ-ши?.. Хĕвеле те курас килет пулас хăйсен, ӳсерехпе «кавирне» уçсах тухаççĕ.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 23 24 25 26 27 28 29 30 31 ... 796
|
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...