Хырлăхра


Йăлăмра лăсăллă вăрман ытларах: хыр, чăрăш. Лăсăллă вăрманта сывлăш питĕ сиплĕ, ырă, уçă, таса. Çавăнпа ман кӳршĕ Мирон Кузьмич Йăлăм вăрманне сунара е çырла-кăмпа татма çеç мар, ахаль уçăлса çӳреме те час-часах каять. Пуринчен ытла хырлăхра çӳрет.

Çӳреме те лайăх хырлăхра. Хура вăрманти пек чăтлăхсем çук унта, урана чăлханакан çатăрка курăксем те ӳсмеççĕ. Йăрăс та тем çӳллĕш хырсем хушшипе çӳренĕ чух чи хаклă йышши кавир çийĕн утса пынăн туйăнать. Чăн-чăн кавир пекех çав хыр е чăрăш айĕнче ӳсекен мăк курăкĕ. Шупка кăвак тĕслĕ çипрен чĕн-тĕрлесе çыхнă тейĕн вăл курăка: вĕтĕ-вĕтĕ çулçисемпе эрешленсе çыхланса, кĕççеленсех ларать; тымарĕ кĕскескерне лаптăкĕ-лаптăкĕпе сĕвсе илме пулать.

Çак çемçе «кавир» çийĕн канлĕн кăна утса çӳретĕн вара хырлăхра. Анчах, унччен пулать-и, кунччен-и, сан уру айне темĕнле хытă муклашка лекет те нăтăрт! туса ванса каять. «Кавире» уçса пăхатăн та… эх, шурă кăмпа пулнă-мĕн!

Кун хыççăн эс асăрхансарах çӳреме, унталла та кунталла пăхса пыма тытăнатăн. Чим, тата пур иккен кунта шур кăмпасем! Акă, инçех те мар пĕри «кавире» шăтарса уçнă та хăйĕн шупка хăмăр шлепкине кăшт кăна кăтартса ларать. Кунтах, çывăхрах, тепре, иккĕ, виççĕ… У-у, мĕн чухлĕ! Пăх-ха эс вĕсене, «кавирпе» витĕнсе лараççĕ. Ăшă пултăр теççĕ-ши?.. Хĕвеле те курас килет пулас хăйсен, ӳсерехпе «кавирне» уçсах тухаççĕ.

Мĕн тетĕр, пурнăç меслечĕ çавнашкал вĕсен. Шур кăмпана кура-ши, хыр кăмпи те çавăн пекех «кавир» айне пытанса ӳсет. Вĕсен йăлине пĕлмесен, эсир кун каçипе çӳресе шуррине те, хыр кăмпине те пĕр кăмпа та тупаймастăр. Хырлăхра ӳсекен мăк кăмпин, хурăн е ăвăс кăмписенех йăли урăхла: вĕсем шăтса тухаççĕ те тӳрех çӳлелле кармашаççĕ, вăрăм авăрлă сунчăксем пек инçетренех курăнса лараççĕ.

Кăмпасем çеç мар лăсăллă вăрманта, тĕрлĕрен çырла та нумай ӳсет: хура çырла, кĕтмел, мăк çырли. Кĕтмел çырлин курăкĕ хĕлле те симĕссипех ларать. Мăк çырли юр айĕнче хĕл каçса çуркунне тата лайăхрах пиçсе хĕрелсе тухать.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: