Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пăва çулĕ çинчеҪавраҫилПепке çуралсан...Авăн уйăхĕСар ачапа сарă хĕрВӗре ҫӗленЧакăл-ту

Алимент


«У-У-У-У

Пĕчĕкскерне,

Папуççине,

Паппа ту-у».

Марина аппа ача çуратнă,

Анчах ашшĕн ятне çухатнă:

Мĕн ятлăччĕ-ха ку ача ашшĕ?

Ах, мур татасшĕ!

Мантăм хăямат.

Эсĕ мар-и, Йăкăнат?

— Çур çул пурăнсах-и?

Мĕн эс ухмах-и?

Парăп эп сана ашшĕ!

Ах, çĕр çăтасшĕ!

— Пĕр пĕрре,

Ик ике,

Виç виçе,

Тăват тăпач,

Пилĕк пилеш.

Улт улми,

Çич çитми,

Сакăр салми,

Тăхăр тăрни.

Вуннă вулак —

Ашшĕ ак:

Клемент.

Тӳле алимент!

— Ак сана рас!

Меншĕн парас?

Ашшĕ эп мар.

Ман юхман тар.

— Тӳле! Тӳле!

Вăрăм ан пупле.

Хысахви курнă:

Ашшĕ эс пулнă.

Уа-уа...

Ӳстĕр ача

Ан вилтĕр выçса

Сана пула.

Çĕнĕ юрату


Пурнаттăн эс Туймазара

Юратăва туймасăрах...

Йышпа эс тунă та суха

Пĕлмен пĕчченçĕ тунсăха.

 

Ку вырăнта тупсассăн нехтă,

Пĕр йĕкĕт, килнĕччĕ кăна,

Тĕл пулчĕ, чĕнчĕ кинона...

 

Çухатрĕ пулĕ ахăртнех тăн:

Хăть эс калаç, хăть ан калаç —

Çӳрет сан хыççăн ир те каç

Пушкăрт ачи.

 

Куçпуçĕ — çĕмĕрт.

Хĕре калать: эс манăн ĕмĕт,

Юрат мана, чăваш пики.

Курманччĕ эпĕ сан пекки.

 

Хĕр ăшшăн пăхрĕ тĕлĕнсе:

Тăра парать хăй тĕлĕнче

Чи çывăх çын.

Çак йĕкĕте

Вăл тахçанах иккен кĕтет.

 

Малтанхи хут хытса эс тăтăн,

Çухатрăн пулĕ ахăртнех тăн.

Çук, çухатман —

Телей пичечĕ

Тута çинчен епле пĕçерчĕ!

...Ик тĕрлĕ халăх, ик чĕлхе.

Пулин, хупмастпăр читлĕхе

Юратăва.

Тав ĕмĕре —

Юратăвăн чĕлхи пĕрре.

Туслăх концерчĕ


Хурамалта чăваш концерчĕ!

Ирех пĕлтерчĕ радио.

Ача-пăча клуба вĕçтерчĕ,

Каçа кĕтсе тăрать-и вăл.

 

Кун сӳниччен нумай малтан

Уй-хир çынни, ĕçченĕ

Пуçтарăнать мĕнпур ялтан

Ушкăнĕпе. Пĕчченĕн.

 

Маттур яшсем, куç илейми

Хĕрсем, кĕрӳшĕ-кинĕ...

Кăлкан пек шурнă кинеми

Артист курасшăн килнĕ.

 

Петров солист кăшт пăлханать.

«Хăна юрри» кĕрлет кĕç.

Ал çупрĕ халăх — пул хăна,

Тахçан сире кĕтетчĕç.

 

Тус-тăвансем кунта нумай.

Салам ăçта вырнаçĕ?

Вара пуçланчĕ вăй та шай,

Хĕрӳллĕ туслăх каçĕ.

 

Янрать хитрен чăваш юрри.

Кĕрлерĕ вырăс маршĕ.

Тутар ташши... артист ури

Ах, тур, пружинлă мар-ши?

 

Çак Пушкăртра халь хăнара

Çĕрпӳ, Мăн Явăш, Элĕк.

Эп тĕлĕнетĕп: мĕн, ара,

Чăнах-и ку е тĕлĕк?

 

Çук, тĕлĕк мар, юри те мар,

Ку — пирĕн çутă чăнлăх.

Чăваш е вырăс, е тутар

Пĕр пек халь ырă чунлă.

 

Малалла

«Ӗнер ма каламарăн?»


Урампа пырать хура-çырă хĕрарăм. Мăйĕнче шăрçа ярăм-ярăм. Тумланнă капăр. Ĕçлет ырă вырăнта ахăр? Уринчи пушмакĕ шăхăрса тăвать утăм хыççăн утăм. Çитумтирĕ вĕçкевлĕ, çӳхе те çутă. Сăнĕ илемлĕ, тăрать çуталса. Шатра çук ниçта та — яп-яка, тап-таса.

Куç хыврĕ майрана катаран Павăлкка ачи. Хăй те аптрасах каймасть-ха каччи. Хатĕрлерĕ юмах хĕрпе пуплеме. Шутларĕ малтанах пурнăç пирки тĕпчеме.

— Страстĕ!

— Здрасте!

— Мĕнле пурăнатпăр?

— Лайăхах чупкалатпăр.

Юмах пуçланчĕ çак сăмахсенчен. Ӳксе юлмарĕç иккĕшĕ те пĕр-пĕринчен. Пыраççĕ çулпала юмах юптарса. Хире-хирĕç пăхрĕç пăртак тăрса.

— Паллаймарăм эпĕ сана, — терĕ хура-çырă майра.

— Эпĕ палларăм, — арçын тавăрать.

— Кам вара эпĕ?

— Çавăнти эсĕ...

Каларĕ каччă хĕрĕн ял ятне. Унтан асăнчĕ хушаматне «Çапла меслетпеле часах веçех пĕлеп», шухăшларĕ Павăлкка ачи, мăйне пăркаларĕ, калăн кăркка аçи. Нимĕн чухлĕ те вăтанмарĕ, хаваслă хум çинче юмахларĕ те юмахларĕ. Тăмасть именсе ку маттур, авăртать сăмаха пит правур.

— Çук, палламастăн эппин мана эсĕ, — хирĕçлерĕ хула хĕрĕ.

Малалла

Çулсем иртсен


1

Санпа пулсан, тен, килĕç парăссем,

сарлакаланĕ, тен, çӳлти тӳпе,

каллех çап-çуттăн иртĕç, тен, çилсем

тĕлĕкĕмри çут тинĕс хĕррипе.

 

Тен, ту çинчи сенкер сулхăнсенче

тинкерĕп эп пулас çулăмсене,

тен, тинĕс хĕрринчи хуласенче

ас илĕп çут хулсен йĕррисене?

 

Тен, эс çавах маттур, тăван этем,

тен, сан тĕлĕкӳсем вĕри, таса?

Эс ача чух тинкренĕ хăяхсем,

тен, хумханаççĕ ыйăхна татса?

 

Сана эп ватăлма парасшăн мар,

упрасшăн эпĕ санăн кун-çулна.

Чун çӳллĕшне епле-ши палăртар?

Пĕрле, тен, упраяттăмăр ăна...

 

Çак çĕр çинче пурăннă чух пире

шухăшпала та уйрăлма çырман.

Ма пĕрле мар? Пĕрле-çке — тĕнчере!

Кун пек вăя ретрен парса тухман.

 

2

Пире пултарĕ Блок та вăй пама.

Эпир санпа çухалмăпăр нихçан.

Сан ятупа каçарнă эп хама,

эп сансăрăн хама айăпламан.

 

Çут тĕнчене — сăмах пӳрнишĕн тав.

Вăл пуррипе çак аслă çĕр çинче

Малалла

Юр хĕвет


Юр хĕвет... Çак ик сăмахăн

лапкалахĕ пур:

çĕрĕпе, ирччен, вăраххăн

тем юрлать пек юр.

 

Юр хĕвет... Тултан, — туятăп, —

шăнтнă пек хĕве.

Çĕрепе ăшра калатăп

лăпкăн: «Юр хĕвет...»

Кĕрхи пахча


Ах, çĕрулми аври!

Вăл шаннă, таткаланнă,

тĕл-тĕл — тăпра хури,

тĕл-тĕл — типсе саралнă.

 

Сар çулçă çулĕсем

ун çийĕпе иртетчĕç,—

ĕнер анчах вĕсем

сив çил çинче чĕтретчĕç, —

 

тăм ӳкрĕ те ирпе,

çулсем-йĕрсем арпашрĕç,

халь, çĕмрĕк кĕпер пек,

тип авăрсем пăтрашрĕç.

 

Юри тухса пăхар:

йăран халь — шурă тĕрĕ.

Пахча та — пахча мар,

вăл, калăн, — Троя йĕрĕ.

Çĕрлехи Пишпӳлек


Лăпланать Пишпӳлек...

Пушкăрт каçĕ шупка та тӳлек.

Ха, кунти тӳпере çăлтăр йышлă,

Ял тĕлне пухăнать пĕр çĕре.

Аса килчĕ пулас иртнĕ яшлăх —

Çывăрас ман килмест кĕçĕрех.

 

Пишпӳлек ыйхăра... Кĕç сас пачĕ урам:

— Уç, Улька, ан хăра.

— Эп выртман-ха, Акрам.

— Нехтă пур-и?

— Тапса тухрĕ леш вырăнтан!

— Вăт маттур. Хулленрех... Веркăна вăратан.

 

Шур пура умĕнче темĕн чул ункă ав, —

Сапăнса выртать çăмăл çункав.

Пухса хурĕ ăна кил хуçи ир çинче,

Пыл-сăра ăшăтма çĕнĕ пӳрт ĕçкинче.

 

Шавлă трактор иртет ман тĕлтен.

Фарăн çутă кĕлти ӳкрĕ вĕçсĕр.

Хӳхĕм пулĕ уйра çĕн кĕлте —

Тракторист чăлăм куç хупман кĕçĕр.

Эп курса юлтăм çамрăк сăнне,

Тыр пирки пуль хĕрет ырă шут.

Ахаль мар культиватор çумне

Çыпçăнса ларнă хăрăк шурут.

 

Ферма кантăкĕнчен шурăмпуçĕ кĕрсен,

Тăрса тухрĕç хире çава йăтнă хĕрсем.

Калаçаççĕ вĕсем шăкăл-шăкăл.

Куçсенче — ĕмĕт шуçăмĕ шукăль.

Çамрăксен пур йăла — чăн пахи —

Малалла

Вавил хăта


Хамăр вăхăтри мĕнпур ватăсен пекех, Вавил хăта та хăйĕн пурнăçне икĕ пая уйăрать. Пĕри — çамрăк чухнехи, ĕлĕкхи, тет, тепри — хальхи, колхозсем тунă хыççăнхи.

Хăй каласа панă тăрăх, унăн çамрăк чухнехи пурнăçĕ пĕрре те ăнăçлă пулман иккен.

Кăна вăл пуринчен ытла çамрăксене каласа пама юратать. Çамрăксем хăтана кăмăллаççĕ, килĕштереççĕ, тĕл пулсан ялан ун тавра сырăнаççĕ. Хăта хăй те вĕсемпе çамрăкланса кайнă пек пулать.

— Эсир халь телейлĕ, юратнă хĕрсемпе мăшăрланатăр. Эпĕ вăт... — тет те куç хĕссе илет.

— Мĕн, эсĕ, мучи, юратнă хĕре илеймерĕн-и? — çыпçăнаççĕ лешсем.

Мучи вара хăйĕн «ăнман юратăвĕ» çннчен каласа пама пуçлать.

Авланма вăхăт çитсен ун патне ял çынннсем халь пĕри те, халь тепри пырса çӳреме тапратрĕç, тет, имĕш. Теприсем тата урамра тĕл пулсан чара-чара тăратнă. Пурте вĕсем Вавил хăтана авлантарасси çинчен сăмах тапратнă.

— Аçу-аннӳсĕр, пĕр-пĕччен, тăлăххăн тăрса юлтăн. Уй варринчи юпа пек. Матка тупас пулать сан, — тенĕ вĕсем.

Кӳршĕри кинемĕшĕ вара, вĕçкĕн Алтакки, хăпма та пĕлмен.

— Çари çарах вăл. Мăклăраххи çумне çыпçăнма тăрăшмалла, — ăс панă вăл кашни пымассерен. — Ху камне лайăхрах çаврăнса пăх-ха эс: çара çерçи те çара çерçи! Ахальтен мар Хӳре Никунурĕ тенĕ пулас аçуна.

Малалла

Шăплăх


Лăпкă, питĕ лăпкă

кантăкăн хĕрри.

Çуталать кăшт шăппăн

сан аллун йĕрри.

 

Шăплăх пек ху эсĕ:

эс те сассăр мар,

эс те систермесĕр

çитерен хыпар, —

 

хуравлатăн сассăр:

— эп кунтах, кунтах,

эс пур чух эп — сансăр,

эс çук чух — санпах...

 

Шăплăх евĕр, эсĕ

кăшт аташтаран.

Шухăша сӳтмесĕр

эс пухма пăхан.

 

Çут пăнча курмасăр,

чĕрепе анчах

туйнă пек пĕр сассăр

эп — кашни каçах.

■ Страницăсем: 1... 130 131 132 133 134 135 136 137 138 ... 796