«Ӗнер ма каламарăн?»
Урампа пырать хура-çырă хĕрарăм. Мăйĕнче шăрçа ярăм-ярăм. Тумланнă капăр. Ĕçлет ырă вырăнта ахăр? Уринчи пушмакĕ шăхăрса тăвать утăм хыççăн утăм. Çитумтирĕ вĕçкевлĕ, çӳхе те çутă. Сăнĕ илемлĕ, тăрать çуталса. Шатра çук ниçта та — яп-яка, тап-таса.
Куç хыврĕ майрана катаран Павăлкка ачи. Хăй те аптрасах каймасть-ха каччи. Хатĕрлерĕ юмах хĕрпе пуплеме. Шутларĕ малтанах пурнăç пирки тĕпчеме.
— Страстĕ!
— Здрасте!
— Мĕнле пурăнатпăр?
— Лайăхах чупкалатпăр.
Юмах пуçланчĕ çак сăмахсенчен. Ӳксе юлмарĕç иккĕшĕ те пĕр-пĕринчен. Пыраççĕ çулпала юмах юптарса. Хире-хирĕç пăхрĕç пăртак тăрса.
— Паллаймарăм эпĕ сана, — терĕ хура-çырă майра.
— Эпĕ палларăм, — арçын тавăрать.
— Кам вара эпĕ?
— Çавăнти эсĕ...
Каларĕ каччă хĕрĕн ял ятне. Унтан асăнчĕ хушаматне «Çапла меслетпеле часах веçех пĕлеп», шухăшларĕ Павăлкка ачи, мăйне пăркаларĕ, калăн кăркка аçи. Нимĕн чухлĕ те вăтанмарĕ, хаваслă хум çинче юмахларĕ те юмахларĕ. Тăмасть именсе ку маттур, авăртать сăмаха пит правур.
— Çук, палламастăн эппин мана эсĕ, — хирĕçлерĕ хула хĕрĕ.
— Эй, мĕн пĕлмĕш пулатăн? Эпĕ курнă чухнехиех вĕт аллунти кĕмĕл çĕрĕ.
— Ăçта курнă эсĕ мана?
— Вăл вăрттăнлăх пултăр хама.
Утрĕç каллех малалла çулпа. Шаклатса пуплеççĕ пушмаксем çул çинчи чулпа.
— Ирĕк парăр, — каласа хучĕ каччă йăпăр-япăр.
— Тиркеместĕн пулсассăн... — терĕ хĕр хавассăн.
Павăлкка ачи çавăрса илчĕ хайхине хулран. Пырать çеç ялкăшса хĕрпе сулахайран. Чĕлхе вăл шăмăсăр — калаçать татти-сыпписĕр. Çăвар та картасăр — мишавай чиккисĕр. Павăлкка ачин кайрĕ кăмăл уçăлса, илчĕ такмак та каласа:
Çăка çулçă ма кăларать?
Папка сая каясран.
Пире анне ма çуратнă?
Хĕрсем сая каясран.
Çаран çинче сарана,
Унран ытла чечек çук.
Савнă тусăм — хура куç,
Санран ытла савни çук.
Хура-çырă хĕре такмаксем килĕшрĕç пулас. Вăл пулчĕ татах та хавас. Павăлкка ачи çумне çыпçăнарах утрĕ. Лешĕ те ун çумĕнче чун ăшши тупрĕ.
Утрĕç те утрĕç, ансăр урама çитсе тухрĕç. Кăнтăрлахи шăрăх çухатать хăватне. Каç та йышăнать майĕпен хăй хакне. Хĕвел юлашки хут кулчĕ, часах тĕттĕм пулчĕ.
— Çак пулать ман хваттер.
— Апла, атя кĕрер.
* * *
Çуллахи çут хĕвел улăхать тӳпене. Сарать вăл хăватне пĕтĕм тĕнчене. Шăрăх ярса илнĕ таврана. Кирек кама та хăвалать сулхăна.
Пӳртре çап-çутă. Павăлкка ачи карăнса илчĕ хытă. Тӳсме çук пăчă. Витĕнес килмест. Пĕр сасă та илтĕнмест.
— Хă-у-у, нумай çывăрнă.
Вăранчĕ çамрăк çын ыйхăран. Тĕлĕнчĕ пӳртри тем тĕрлĕ пурлăхран.
— Хă, кам патĕнче выртатăп вара эпĕ?
Пĕр часси вырăнне икĕ часси. Илемлĕн янăрать вĕсен сасси.
— Э-э-э сехет юсакан патĕнче иккен.
Ĕненмесĕр куçĕсене ывăçпа шăлкалать. Каллех сехетсем çине тинкерсе пăхать.
— Пĕри хамăн. Тепри? Мĕн шуйттанĕ!
Сĕтел çинче çĕнĕ çап-çутă сăмавар. Пĕр пукан çинче пустав шăлавар.
— Ара кам килĕнче-ха эпĕ?
Тавралла лартса тухнă хитре пукансем. Сăмаварпа юнашар кашăк-чашăксем.
Т— ен, эпĕ тĕлĕкре тĕрмешетĕп?
Пӳрчĕ хăйĕннех: урамалла виç кантăк, кравать çумĕнчех тулалла тухмалли алăк.
— Мĕнле капла? Аптрамалла.
Кантăк патĕнче — тĕрлĕрен чечек. Урамран илтĕнет — макăрать путек.
— Тăрас пуль? Çывăрнă темчул!
Сасартăк куçĕ курчĕ кĕтесре арча. Ун çинче ларать шур пуçлă ача.
— Кам ачи ку?
— Ак ку аçу!
Майра тухрĕ алăк хыçĕнчен, Павăлкка ачине пăхрĕ куçĕнчен. Пычĕ ун патне утса çăмăллăн. Ачашларĕ арçына пуçĕнчен кăмăллăн.
— Пурлăхпах килтĕм.
— Пĕлтĕм.
— Ачана та хăвармарăм.
— Ĕнер ма каламарăн?
* * *
Ĕнер урамра тĕл пулнă майра Павăлкка ачине пынă вĕт качча. Ĕçне тунă хĕрарăм пит час. Пуканĕ, сĕтелĕ, çĕнĕ çап-çутă сăмавар, кашăкĕ-чашăкĕ, пустав шăлавар... Килнĕ иккен майра килĕнчен. Кĕтесе вырнаçтарнă çут-симĕс арча. Ун çинче ларать шурă пуçлă ача.
— Авланнăччĕ эпĕ. Пур манăн арăм.
— Ĕнер ма каламарăн?
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...