Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫакӑн пек ятлӑ наци уйлӑхӗ кӑҫалтанпа __Тутарстанта__ ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл __Теччӗ районӗнчи__ __Кӑнна Кушкинче__ ӗҫленӗ. Нумаях пулмасть пӗрремӗш смена вӗҫленнӗ.

Чӑваш Енри «Эткер» уйлӑх йышшине кӳршӗллӗ ҫав регионта йӗркелес шухӑш тахҫанах пулни пирки __Чӑваш наци конгресӗ__ пӗлтернӗ. Кӑҫал вара уйлӑха йӗркелемех йышӑннӑ. Ӑна уҫма Чӑваш наци конгресӗ тата Чӑваш наципе культура автономийӗ хытах тӑрӑшнӑ-мӗн. Сахал мар укҫа-тенке вырӑнти усламҫӑ тата меценант, Теччӗ районӗнчи чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Володар Тимофеев хывнӑ. Лагере тытса тӑрассине Тутарстанӑн Вӗренӳ министерстви хӑй ҫине илнӗ.

Уйлӑх пурӗ вунӑ кун ӗҫленӗ: утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлнӑ та 23-мӗшӗнче хупӑннӑ. Анчах килес ҫул йӗркелӳҫӗсем хастартарах пулса ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелемелли республика программине лекме ӗмӗтленеҫҫӗ. Унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи ачасем валли 50 вырӑнлӑх икӗ сменӑллӑ уйлӑх ӗҫлеттерме шухӑшлаҫҫӗ. Хальхинче Тутарстанӑн 8 районӗнчи 25 ача каннӑ.

Тӑван чӗлхене вӗренме ачасене тӗрлӗ кружок тата чӑвашсен историйӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсене ҫитсе курни, кӑсӑклӑ ҫынсемпе тӗл пулни пулӑшнӑ тесе ӗнентереҫҫӗ. Кӑсӑклӑ ҫынсем шутӗнче Раиса Сарпине, Валери Туркая, Афанасий Порфирьева асӑнаҫҫӗ. «Яковлев эткерлӗхҫисене» вӗсем хӑйсен кӗнекисене парнеленӗ, шкул вулавӑшне чӑваш халӑхӗн историйӗпе культури ҫинчен каласа кӑтартакан кӗнекесене парнеленӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 19

1913
113
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
112
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
48
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
44
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
36
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын