Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ хуласемпе районсене тӗрӗслесе ҫӳрет. __Красноармейски районӗнче__ пулнӑ чух та вӑл ҫынсемпе нумай калаҫнӑ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлнӗ.

Элтепер пулнӑ объектсенчен пӗри — __Чатукасси__ шкулӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче унта 400 ача таран вӗреннӗ, паян — 40 кӑна. Тепӗр майлӑ каласан, пӗр педагога 4–5 ача тивет. Ачисем сахал пулин те шкула икӗ ҫул каялла тӗплӗн юсанӑ, вӗренӳ тата столовӑй оборудованине туяннӑ, модульлӗ котельнӑй лартса панӑ. Пӗлтӗр унта шкул ҫулне ҫитменнисем валли уйрӑм уҫнӑ. Анчах вӑл та пулин тулса ҫитмен. Ачисем пулмасан мӗнпе тултарӑн? Михаил Васильевич демографи тӑрӑмне лайӑхлатмалла тенӗ-ха. Лару-тӑру малашне те ҫавӑн пек пулсан шкула хупма тивӗ. Элтепер ҫӗрулми ӳстерекен лаптӑка пӑхнӑ та унта колорадо нӑрри хуҫаланнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑ.

Йӗркине хуҫасӑр ҫӗр участокӗсем те тума хистеҫҫӗ. Ҫитменнине, ҫӗр налукӗ районта юлнине шута илсен кун ыйтупа ҫине тӑмалли куҫкӗрет. Пурлӑхпа та ҫавӑн пекех каламалла. Кивӗ сарайсемпе фермӑсем ишӗлсе ларни те илем кӳрекен япала мар. Хытхури вара этем ҫӳллӗш ешерет иккен. «Ман ҫӳллӗш», — тенӗ Михаил Игнатьев. Хытхури ҫул хӗррипе тата уйсемпе ӳснине те курнӑ вӑл.

Ҫӗрулми сахал лаптӑк ҫинче лартни пирки те, фермерсем патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курма васкаманни ҫинчен те тата ытти самант пирки те калаҫнӑ Красноармейски районӗнчи тӗлпулура.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 03

1900
126
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ.
1937
89
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1962
64
Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та