Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нумаях пулмасть __Кушар Юнтапа__ ялӗнчи культура ҫурчӗ умне халӑх йышлан пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. __Ярмушка ял тӑрӑхӗ__ ҫултан ҫула куҫакан йӑлине — ял уявне паллӑ тӑвассине — кӑҫал та ирттернӗ.

Уявра чи малтанах Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров тухса калаҫнӑ, ентешӗсене саламланӑ май маттуррисене тав хучӗсемпе тата ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.

Уявра алӗҫӗсен, сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Кушар Юнтапара ҫуралса ӳснӗ В.И.Перепелкин пушӑ алӑпа килмен. Вӑл ялти клуба сарлака экранлӑ монитор парнеленӗ.

Концерт Ярмушкари ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарнипе пуҫланнӑ. Ӑна халӑх ура ҫине тӑрсах итленӗ. Унтан «Шурӑмпуҫ», «Чашма» вырӑнти халӑх фольклор ушкӑнӗсем, __Уйкас Юнтапа__, Кушар Юнтапа ялӗсенчи ӳнер пултарулӑх ушкӑнӗсем, __Авшак Элмен__, __Кивҫурт Мӑрат__ ялӗсенчи шкул ачисем сцена ҫине хӑпарнӑ. Ҫӗмӗрле, Элӗк районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ ансамбльсем концерт программине тата пуянлатнӑ. __Шупашкартан__ килнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсене халӑх хапӑлласах йышӑннӑ.

Пӗрисем концертпа киленнӗ вӑхӑтра теприсем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Армрестлингра, кире пуканӗ йӑтассинче, вӗрен туртассинче, шашкӑлла выляссинче, михӗпе сикессинче тупӑшнӑ. Сӗтел ҫинче вӗри шӳрпе, шашлӑк пӑсланнӑ.

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=59&type=news&id=2812535|**Сӑнсем**__ (86)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 19

1913
113
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
112
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
48
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
44
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
36
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та