Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.5 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Республика кунне__ халалласа иртнӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале Чӑваш Ене тӗрлӗ ҫӗршывран пултарулӑх ушкӑнӗсем чылай килнӗ. Вӗсем хушшинче — Италири «Про Локо Самугео» ансамбль те. Республикӑн тӗп хулинче иртнӗ фестивале хутшӑннипе пӗрлех Итали артисчӗсем тӗрлӗ районта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, ҫав шутра — Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче те.

Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче асӑннӑ фольклор коллективӗ хӑнасене хапӑл Хӗрлӗ Чутай ҫӗрне ҫитнӗ, Етӗрнепе Чутай чиккинче вӗсене райадминистрацин культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов кӗтсе илнӗ. Чи малтанах Итали артисчӗсем __Сӗнтӗкҫырминчи__ Культура ҫуртӗнче Сардини ташшисемпе паллаштарнӑ. Курма пухӑннӑ халӑх ют ҫӗршыв артисчӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. __Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Любовь Кузнецова вара италиансене тав тунӑ май асӑнмалӑх ҫӑпата тата наци тумтирне парнеленӗ.

Унтан фольклор ушкӑнӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗнче пулса курнӑ. Каҫхи ултӑ сехетре вара «Про Локо Самугео» фольклор ушкӑнӗ __Хӗрлӗ Чутайри__ Культурӑпа кану центрӗ умӗнче пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Хӑйне евӗрлӗ наци костюмӗсем тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсем е хӑвӑрттӑн, е вӑраххӑн ташласа хӑйсен тӑрӑхӗнчи йӑла-йӗркепе паллаштарчӗҫ. Куракансем Сардини ташшисенче ытларах «урасем шунине» палӑртрӗҫ.

Итальянсен фольклор кӗввисемпе ташшисем хӗрлӗчутайсен кӑмӑлне кайрӗҫ, куракансем кашни номер хыҫҫӑнах тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Юлашкинчен хамӑр район артисчӗсем, вырӑнти ҫипуҫ тӑхӑннӑскерсем, итальянсене тав сӑмахӗ каланӑ май чӑвашла ташласа-юрласа пачӗҫ.

__http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=69&id=59601|**Сӑнсем**__ (87)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 13

1889
137
Пазухин Петр Васильевич, халӑх юрри-кӗввине пухаканӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Чӗмпӗр «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1924
102
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист ҫуралнӑ.
1961
65
Шупашкарти пӗр урама Гагарин ятне панӑ.
1961
65
Кураков Александр Николаевич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ.
2003
23
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2006
20
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй