Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Самар облаҫӗнче Атӑлҫи пӑлхарсен артефакчӗсен куҫса ҫӳрекен куравӗ ӗҫлет. Унта Муром хули тесе калакан вырӑнта пурӑннӑ пӑлхарсен япалисене кӑтартаҫҫӗ.

Ҫӗртмен 3-мӗшӗнче, сӑмахран, курав Жигулевск хулин музейӗнче ӗҫленӗ. Унта ҫитсе курнисем пӑлхарсен тимӗрҫисен, хурҫӑ шӑратаканӗсен, ювелирӗсен, тӑм савӑт ӑстисен, ҫурт тӑвакансен пултарулӑхне вӗсем тунӑ япаласем тӑрӑх хаклама пултарнӑ.

Курава __Атӑлҫи Пӑлхар__ патшалӑхӗн чи пысӑк хулисенчен пӗрне, Самар Луки ятилине, халалланӑ. Несӗлӗмӗрсемшӗн вӑл хула, хальхилле каласан, стратегилле пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Пӑлхарсен пӗрремӗш ял-хулисене унта VII–IX ӗмӗрсенче йӗркеленӗ, Муром хулине — X ӗмӗрте.

XIII ӗмӗр пуҫланиччен Самар Лукине крепӑҫ евӗр усӑ курнӑ. Вӑл __Атӑл__ тӑрӑх каякан суту-илӳ ҫулӗсене пӑхса тӑнӑ. 1236 ҫулта монголсен ҫарне вӑл чи малтан тӳссе ирттернӗ пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна ҫавӑн чух чӗртсе ҫунтарса янӑ. Унтанпа хулана тек чӗртсе тӑратман.

Хулана мӗншӗн Самар Луки ят панин чӑнлӑхне пӗлекен ҫук. Муром хули тесе XVIII ӗмӗрте Петер Симон Паллас нимӗҫ тӗпчевҫи калама тытӑннӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 19

1913
113
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
112
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
48
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
44
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
36
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть