Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.0 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер __Элӗк районӗ__ те Акатуя пухӑннӑ. Унта ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойлова, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Николай Якимов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Мидуков тата ытти сумлӑ хӑна ҫитнӗ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов ака-сухана пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал элӗксем ӑна ӑнӑҫлӑ, вӑхӑтра вӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ентешӗсене Раҫҫей кунӗпе те саламланӑ.

Алла Самойлова элӗксене ЧР Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ ятӗнчен саламланӑ. «Новый путь» ЯХПК председательне Иван Николаева, «Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн» Элӗк районӗнчи филиалӗн агрономне Надежда Прохоровӑна ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.

«Новый путь» ЯХПК инженерне Алексей Михайлова, склад заведующийне Евгений Максимов, «Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн» Элӗк районӗнчи филиалӗн ертсе пыракан агрономне Надежда Афанасьевӑна, «Журавлев» фермер хуҫалӑхӗн тӗп инженерне Михаил Петрова, «Авангард» ЯХПК трактористне Геннадий Трофимова, «Новый путь» ЯХПКн ӗне сӑвакан операторне Зинаида Багоровӑна, Ульянов ячӗллӗ ЯХПКн ӗне сӑвакан операторне Людмила Сергеевӑна та ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. __Тавӑтри__ В.С.Марков ячӗллӗ шкулти вӑй-хал культурине вӗрентекенне Николай Васильева «ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ» ята панӑ.

Фермер ӗҫне тинтерех пуҫӑннӑ Сергей Романова тата Александр Михайлова 1 100 000 тенкӗлӗх грант панӑ. __Элӗк__ шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Фаина Тихоновӑна тата «Хӗвел» воспитательне Светлана Ивановӑна ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Акатуйра ыттисене те пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн хавхалантарнӑ.

Кун хыҫҫӑн концерт пуҫланнӑ. Сцена ҫине пултарулӑх ушкӑнӗсем тата чӑваш эстрадин артисчӗсем тухнӑ. Хӑнасем алӗҫ ӑстисен пултарулӑхне пӑхса киленнӗ, наци апат-ҫимӗҫне, килти сӑрана тутаннӑ.

__http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=57&id=58691|**Сӑнсем**__ (70)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 13

1889
137
Пазухин Петр Васильевич, халӑх юрри-кӗввине пухаканӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Чӗмпӗр «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1924
102
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист ҫуралнӑ.
1961
65
Шупашкарти пӗр урама Гагарин ятне панӑ.
1961
65
Кураков Александр Николаевич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ.
2003
23
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2006
20
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ