Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер __Куславкка районӗн__ халӑхӗ __Атӑл__ хӗррине пухӑннӑ. Ахальтен мар. Вӗсем ака-суха вӗҫленнине палӑртнӑ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ, сивӗ тӑни темех мар — куславккасем __Акатуя__ савӑнӑҫлӑн уявланӑ.

Пултарулӑх ушкӑнӗсем лапамра чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Хӑнасем ял тӑрӑхӗсем йӗркеленӗ «картишсене» кӑсӑкланса сананӑ, алӗҫ ӑстисен пултарулӑхӗпе паллашнӑ. «Картиш» хуҫисем хӑнасене чӑваш сӑрипе, кукӑльпе, ытти ҫимӗҫпе хӑналанӑ.

Ҫак кун __Куславккара__ икӗ теплоход чарӑннӑ, унти ҫынсем район уявне курса киленнӗ. Уяв пуҫламӑшӗнче А.Манюкова ҫамрӑк юрӑҫ Ҫӗр гимнне шӑрантарнӑ. Унтан сцена ҫине район ертӳлӗхӗ тата хӑнасем тухнӑ. Акатуя районтан ҫеҫ мар, ытти тӑрӑхран та хӑнасем ҫитнӗ. Акатуя Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.Колумб уҫнӑ. Сцена ҫинче ял хуҫалӑхӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунисене чысланӑ. «Атӑл» физкультура комплексӗн преподавательне В.Конюкова «ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Чи лайӑх механизаторсене, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисене, ҫӗр ӗҫченӗсене ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне Н.Афанасьева хуҫалӑхне аталантармашкӑн 1 миллион та 68 пин тенкӗлӗх грант панӑ. Ӗҫри ҫитӗнӳсене кура тата район аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Куславкка районӗн Хисеп грамотипе, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» Чӑваш Енри уйрӑмӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.

Акатуй Раҫҫей кунӗпе пӗр килнӗрен куславккасем «Раҫҫей гимнне юрлатпӑр» акцие хутшӑннӑ. Велочупу, скутерсен парачӗ Куславкка хулин урамӗсенче иртнӗ. Наци кӗрешӗвӗнче вӑй виҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ йӑлапа килӗшӳллӗн такана тивӗҫнӗ. Акатуйра спортӑн ытти тӗсӗнче те ӑмӑртнӑ.

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=65&type=news&id=2800010|**Сӑнсем**__ (135)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 03

1900
126
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ.
1937
89
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1962
64
Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть