Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче __Етӗрне районӗнчи__ Пупӑлькассинче ял уявне паллӑ тунӑ. Кунта ЧНКн пӗрремӗш вице-президенчӗ, чӑваш эстрадин артисчӗ Валерий Клементьев ҫуралса ӳснӗ. Вӑл унччен, Етӗрнери Культура керменӗнче культура ҫулталӑкне уҫнӑ чухне, кашниех йӑла-йӗркене сыхласа хӑварас ӗҫе тӳпе хывма тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпах вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ ялне хӑтлӑх кӗртме, халӑха пӗр чӑмӑра пухма, малтанхи йӑла-йӗркене ҫӗнӗрен чӗртме, вӗсене кӗҫӗн ӑрӑва парса хӑварма тапаҫланать. Валерий Клементьев пуҫарнипе кӑҫал Пупӑлькассисем ял уявне анлӑ паллӑ тунӑ.

Чи малтанах халӑх яла тирпейленӗ, хӑрнӑ йывӑҫсене каснӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. Ҫӗнӗ карта тытнӑ, лапамӑн икӗ енчен 200 яхӑн туя лартнӑ. Малтанхи клуб вырӑнӗнче клумба тунӑ. Пысӑк сцена ӑсталанӑ. Вӑл ҫурт евӗр пулнӑ. Стенд ҫине ял историне ҫутатакан сӑнӳкерчӗксем ҫакнӑ. Кунтах Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи ӑстасен алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова вӗтӗ шӑрҫаран хатӗрленӗ наци эрешӗсем пурне те илӗртнӗ.

Кӑнтӑрлахи 11 сехетре ялӑн икӗ вӗҫӗнчен 2 ушкӑн наци тумӗ тӑхӑнса тӗп лапама ҫитнӗ. Малта — ял пуҫаруҫисем: ҫемье пуҫӗ пуртӑпа, арӑмӗ — ҫӑкӑрпа тата чӑваш сӑрипе. Вӗсемпех — ачисемпе мӑнукӗсем. Хайхискерсем лайӑх вырӑн тупса ҫурт лартаҫҫӗ. Пурӑна киле ялта пурнӑҫ вӗреме тытӑнать.

Пупӑлькассисен ял уявне Мари Элти, Сарӑту облаҫӗнчи, Шупашкарти, Етӗрне тата кӳршӗ районсенчи хӑнасем ҫитнӗ. «Вирьял» малтан чӑваш ӗҫченӗн гимнне — «Алран кайми аки-сухи» юрра — шӑрантарнӑ.

Район пуҫлӑхӗ А.Краснов ырӑ ҫак уява пуҫаракансене тата йӗркелекенсене тав тунӑ. Кунта ялти ватӑ ҫынна Мария Семеновнӑна 90 ҫул тултарнӑ ятпа та саламланӑ.

Пупӑлькасси ялӗн уявне Петр Ивантаев, Виталий Станьял пысӑк хак панӑ, вӗсем ялӑн пуласлӑхӗ пысӑк пулнине, кунта чӑваш йӑли-йӗрки сӳнменнине палӑртнӑ.

ЧНК вице-президенчӗ Валерий Клементьев ҫитес ҫул Пупӑлькассин 220-мӗш юбилейне тата анлӑрах паллӑ тӑвасшӑн. Ҫав кун вӑл чӑваш ялӗнче усӑ алӑксен кунне йӗркелесшӗн.

__http://www.cap.ru/photo.aspx?gov_id=78&id=57188|**Сӑнсем**__ (167)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 03

1900
126
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ.
1937
89
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1962
64
Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ