Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нумаях пулмасть __Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ В.Г.Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗ 35 ҫул тултарнӑ. Ҫав ятпа йӗркеленӗ мероприятие район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров, хӗрлӗчутайсен Шупашкарти «Чавал» ентешлӗх председателӗ Александр Самылкин, ветерансен юхӑмӗн активисчӗсем, вӗрентекенсем, шкул ачисем тата ыттисем пухӑннӑ.

Музей ертӳҫи Елена Чемалинова учрежденире экскурси ирттернӗ. Музейра паянхи куна пилӗк пине яхӑн экспонат упранать иккен. Музей ӗҫ-хӗлӗнче Валерьян Толстов-Атнарский учителӗн, таврапӗлӳҫӗн тӳпи ҫав тери пысӑк теҫҫӗ.

Районӑн культура еткерлӗхне упрас тата музей ӗҫне аталантарас тӗлӗшпе тӑрӑшса ӗҫлекенсем чыслава тивӗҫнӗ. Николай Стафик, Васса Столярова, Геннадий Ухлинов райадминистрацин Хисеп хучӗсене, Владимир Немешкин, Юрий Егоров, Валерий Орлов район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Мероприяти вӗҫӗнче районти ачасен пултарулӑх шкулӗн вӗренекенӗсем тата культурӑпа кану центрӗн ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 19

1913
113
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
112
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
48
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
44
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
36
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй