Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӗҫ ҫӗклет, ӳркев ӳкерет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер историк, этнограф, Атӑлҫи халӑхӗсен тӗпчевҫи, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатсенчен пӗрине — «Хыпара» — йӗркелекенӗ __Николай Васильевич Никольский__ ҫуралнӑранпа 136 ҫул ҫитнине __Муркаш районӗнчи__ __Купӑрляра__ уявланӑ.

Николай Никольский ячӗллӗ паркра унӑн палӑкӗ умӗнчи митинга __Уйкас Янасал__ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С.Г. Никифорова уҫнӑ, кунти халӑх хӑйӗн ентешӗпе мӑнаҫланнине палӑртнӑ. Муркаш районӗ хӑйӗн паттӑрне чӑнах та манмасть. Ав Николай Никольский ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа Купӑрляра, историк тата чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗсенчен пӗрине йӗркелекен кун ҫути курнӑ ялта, унӑн бюстне лартнӑ. Этнограф ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ чухне Никольский музейне реэкспозици тунӑ, шкула ҫӗнетнӗ, тӗслӗх вулавӑш уҫнӑ.

Район историне, унӑн паллӑ ентешӗсене халалласа «Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ» кӗнеке кӑларнӑ. Купӑрляра, Никольский ҫуралнӑ ҫуртра, ятарлӑ паллӑ ҫакнӑ, Николай Васильевичӑн ашшӗ тунӑ парка тата пӗвене ҫӗнетнӗ.

Шупашкарта Николай Никольский ячӗпе проспект хисепленет. Муркаш тата Элӗк районӗсенче унӑн ячӗллӗ урамсем пур. Этнограф ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа Юрий Жуков композитор Лидия Туктина сӑвви тӑрӑх юрӑ хывнӑ. Вӑл «Тӑван халахшӑн ун ӗҫӗсем» ятлӑ. Шӑпах ҫак юрра __Иван Христофоров__ ӗнер ирхине паркра юрланӑ.

Николай Никольские республикӑра кӑна мар, ытти тӑрӑхра та пӗлеҫҫӗ. «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев «хыпарҫӑсем» тӑрӑшнипе Никольскин юбилейӗсене паллӑ тума тытӑннине каланӑ. Пӗрремӗш хут ӑна этнограф ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине уявланӑ. Алексей Петрович Шупашкарта Никольский ячӗллӗ проспект пуррине палӑртнӑ, анчах пӗр ӗмӗт ҫеҫ хальлӗхе пурнӑҫланман-мӗн: Николай Васильевичӑн палӑкне тумалла. Алексей Леонтьев ҫакна валли укҫа пуҫтармашкӑн кӗҫех шут уҫӑлмаллине пӗлтернӗ.

Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ педагогика колледжӗн директорӗ В.В.Сапожников студентсем этнографа хисепленине, унӑн сӑнне вӗсем картинӑна куҫарнине палӑртнӑ. «Ӑслӑлӑхсен тата ӳнерӗн чӑваш халӑх академийӗ» вара Николай Никольскин алҫырӑвӗсене хатӗрлес ӗҫе малалла тӑсать.

Николай Васильевичӑн тӑванӗ Н.П.Пантелеймонов митингра ӑна ӑшшӑн аса илнӗ. Вӑл Никольскин ҫырӑвӗсене, пӗр-пӗрин патне студент чухне ҫӳретнисене, 10 ҫултан тупнӑшӑн савӑннӑ иккен.

__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=71&type=main&id=2782834|**Сӑнсем**__ (30)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 26

1906
120
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть