Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Етӗрне районӗнчи__ Урпаш шкулне пӗртӑван Зиминсем ҫитсе курчӗҫ. Иртнӗ ӗмӗрти аллӑмӗш ҫулсенче Александр Алексеевич тата Николай Александрович Зиминсем ҫакӑнта ӑс пухнӑ. Каярахпа вӗсем иккӗшӗ те чӑваш культуринче палӑрнӑ. Александр Алексеевич журналист пулнӑ, Мускавра тухса таракан «Советский шахтер» (чӑв. ~~Совет шахтёрӗ~~) журналта, Совет Союзӗнчи тӗрлӗ хаҫатсенче вӑй хунӑ. Экономика наукисен кандидачӗ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче яваплӑ секретарь пулса ӗҫленӗ. 200 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ. Александр Алексеевич сӑвӑсем те ҫырнӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ юрӑсене хывӑннӑ. Николай Александрович Зимин вара паллӑ композитор, кӗвӗ тишкерӳҫи, ЧР композиторсен ассоциацийӗн президенчӗ.

Паллӑ ентешсене урпашсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Шкул ачисем хӑнасене Александр Зимин пултарулӑхне халалланӑ хӑтлавпа паллаштарчӗҫ. Унтан вӗсем пӗртӑван Зиминсем ҫырнӑ юрӑсене шӑрантарчӗҫ. Александр Алексеевич ачасене пултарулӑх вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗ. Хӑйӗн сӑввисем епле ҫурални пирки каласа пачӗ. Николай Александрович ачасемпе музыка урокӗ ирттерчӗ.

Хӑнасем __Урпаш__ шкулӗн музейӗпе паллашрӗҫ, шкул вулавӑшне кӗнекесем парнелерӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 19

1913
113
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
112
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
48
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
44
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
36
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та