Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паян, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Енри музейсем «Музейсен каҫӗ» пӗтӗм тӗнчери акцие хутшӑнӗҫ. Унта ҫулсерен хутшӑнаканнисем афишӑна анлӑлатсах пыраҫҫӗ.

Чӑваш наци музейӗ кӑҫал, акӑ, самай анлӑ программа хатӗрленӗ. Пӗр пайне вӑл чӑваш этникине тимлӗх уйӑрнӑ. Темиҫе чӑваш ансамблӗ хутшӑнӗ, чӑваш тӗррин куравне йӗркелӗҫ, чӑваш тӗррисенченчен пазлсем пулӗҫ, вӑйӑ картине тухма палӑртса хунӑ. Каҫа музей умӗнчи вӑйӑ картинчен, музыка фестивалӗнчен тата мастер-классенчен open-air режимпа уҫӗҫ. Мода театрӗн дефилине, музей экспозицийӗсем тӑрӑх каҫхи квест, хӗҫ-пӑшал, самовар тата вак укҫа куравӗсем пулӗҫ. Совет саманинчи укҫасене пылак апат-ҫимӗҫпе ылмаштарма палӑртнӑ. Аслисем те, ачисем те «Ӑслӑлӑх магийӗ» сӑнава хутшӑнайӗҫ. Мастер-классенче тӑм япала тата пушӑтран хӳтӗлевҫӗ-пукане ӑсталама вӗрентӗҫ.

Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ «Классика» капеллӑпа пӗрле ҫу уйӑхӗн балне чӗнет. Хӑнасем ташлакан мӑшӑрсен хусканӑвӗсене пӑхса киленме кӑна мар, музей юлашки 10 ҫулта пуянланнӑ экспонатсемпе те паллашма пултарӗҫ. Хӑнасене вальс, полька, кадриль ташлама вӗрентӗҫ, вӑйӑсем, конкурссем, парнесем пулӗҫ.

Районти музейсене илсен, __Шуршӑлти__ музейра оптика хатӗрӗсем пулӑшнипе хӗвел ҫинчи пӑнчӑсене тата ҫӑлтӑрсене курайӗҫ. «Ҫӑлтӑрсемпе планетӑсем» викторинӑна хутшӑнайӗҫ. __Элӗкри__ литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче чӑваш тӗррине тӗрлеме хӑнӑхтарӗҫ. «Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Ҫӗнтерӳ кунне халалласа ирттернӗ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен республикӑри куравӗпе паллашма май килӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 03

1900
126
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ.
1937
89
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1962
64
Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ