Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Елчӗк районӗнчи__ __Ҫирӗклӗ Шӑхальти__ информаципе культура центрӗнче районти шкул ачисемпе вӗрентекенсем хушшинче «Поэзи ҫӑлтӑрӗсем — 2014» фестиваль иртнӗ. Ӑна поэзие юратакан, ӑнланакан, чунпа туякан пултаруллӑ ҫамрӑксене, вӗрентекенсене тупса палӑртас тата хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Фестивале райадминистрацин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин пайӗ, Ҫирӗклӗ Шӑхалӗнчи вӑтам шкул, вырӑнти информаципе культура центрӗ тата «Елчӗк ен» хаҫатӑн «Шӑнкӑрав» кӑларӑм. пӗрле ирттерме шут тытнӑ.

Илемлӗ вулакансен фестивальне 70-е яхӑн ачапа вӗрентекен хутшӑннӑ. Хутшӑнакансене ҫулне тӑватӑ ушкӑна пайланӑ. Номинацисенчен вара ҫаксем пулнӑ: «Чӑваш поэчӗсем чӑвашлӑх темипе ҫырнӑ сӑвӑсене илемлӗ вуласси», «Чӑвашла ҫырнӑ автор хайлавӗ», «Чӑваш юрри».

Конкурса __Чӑваш Тӑрӑмӗнчи__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкултан пурӗ улттӑн хутшӑннине пӗлтерет вырӑнти ял тӑрӑхӗ. Алина Краснова, Алина Галкина тата Светлана Фомкина иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

__http://www.obrazov-yaltch.edu.cap.ru/?t=gal&eduid=1215&gal=a045be21-b0b7-426f-9f0e-63b680c6482b|**Сӑнсем**__ (18)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 03

1900
126
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ.
1937
89
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1962
64
Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ