Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак кунсенче __Хӗрлӗ Чутай районне__ республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ҫитсе унти клубсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсене методика пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермешкӗн Культура министерствин специалисчӗсем ҫулсеренех ятарлӑ графикпа килӗшỹллӗн районсене тухса ҫỹреҫҫӗ иккен.

Татьяна Казакова ертсе пыракан ӗҫ ушкӑнӗ районти культура ҫурчӗсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ май ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, клубсен, вулавӑшсен, архив, централизациленӗ бухгалтери ӗҫченӗсемпе тӗл пулни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать. Сӑмах кӑҫал Раҫҫейре иртекен Культура ҫулталӑкне халалласа пурнӑҫламалли мероприятисем пирки пынӑ, культура ӗҫченӗсен шалӑвӗ пирки те калаҫнӑ. Культура ӗҫченӗсем халӑха паракан пулӑшусем ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Юлашки вӑхӑтра районта иртекен культура мероприятийӗсен шайӗ ỹссе пыни куҫ кӗрет-мӗн. Анчах та ялсенчи культура учрежденийӗсенче туса ирттерекен ӗҫсем иккӗлентереҫҫӗ иккен. Ҫав шутра клубсене каҫсерен уҫманни, халӑха нимӗнпе те кӑсӑклантарманни, хуҫисем ӗҫленӗ пек укҫа илсе ларни пирки пӑшӑрханни те тӗлӗтермӗшех мар-тӑр.

«Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат, тӗслӗхрен, редакцине ҫакнашкалтарах ҫыру ҫитни пирки те пӗлтерет: «~~Пирӗн ял тӑрӑхӗнче пӗр клуб та йӗркеллӗ ӗҫлемест. Анчах та хуҫисем ӗҫленӗ пек укҫа илсе лараҫҫӗ. Пӗртен-пӗр йӗркеллӗ клубӗ те яланах хупӑ. Кӑнтӑрла кӑшт уҫса илеҫҫӗ те — ӗҫӗ те пӗтнӗ. Клубсем яланах халӑх валли уҫӑ пулнӑ — кӑнтӑрла та, каҫхине те. Халӗ вара каҫхи вӑхӑтра ҫамрӑксем барсенче, ҫӗрӗпех ӗҫлекен лавккасенче кӗпӗрленсе лараҫҫӗ, эрех-сӑра ӗҫеҫҫӗ. Урӑх ӑҫта каймалла вӗсен, клуб хупӑ пулсан? Нивушлӗ ҫамрӑксене, халӑха клуба явӑҫтарма май ҫук? Пирӗн шутпа, клубра каҫсерен шашка, шахмат, теннис, дартс выляма, интереслӗ каҫсем йӗркелеме пулать. Мӗншӗн клубпа туллин усӑ курмаҫҫӗ?..~~». Сӑмах хӑш ял тӑрӑхӗ пирки пынине вара асӑнман.

Татьяна Казакова культура ӗҫченӗсен хӑйсемшӗн мар, ҫынсемшӗн тимлемеллине палӑртнӑ. «Культура ӗҫченӗ район шайӗнчи мероприятисене хутшӑнни ялти клубра мероприяти иртнине пӗлтермест. Ӗҫ тухӑҫлӑ пултӑр тесен клубра лартнӑ пӗр концертпа ытти ялсене тухса ҫỹремелле, ҫав хушӑрах клубра та кашни кунах мӗн те пулин ирттермелле. Клуба ҫын ытларах килтӗр, анчах та вӗсем ахаль ан ларччӑр, кашни хӑйне май кӑсӑклану туптӑр», — тенӗ иккен министерство тӳре-шари.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 03

1900
126
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ.
1937
89
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1962
64
Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та