Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.5 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Элӗк районӗнче__ «Чаваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗпе килӗшӳллӗн наци кӗнекин «Вула, Элӗк ен!» фестивалӗ иртнӗ. Унпа килӗшӳллӗн районта «Чи лайӑх буктрейлер», «Вулав лидерӗ — 2013» конкурссем пулнӑ.

Элӗкри тӗп вулавӑшра методика материалӗсен «Тӑван сӑмах сасси…» пухмач хатӗрленӗ: ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗ пирки слайдсем, буклетсем тата ыттине тунӑ.

«Вулав лидерӗ — 2013» конкурсра ӳсӗме кура чи нумай вулакансене тупса палӑртнӑ. 7–14 ҫулсенчи ушкӑнра __Шӗмшеш__ шкулӗнчи Карина Семенова (385 кӗнеке вуланӑ), __Элӗкри__ И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкулта вӗренекен Елена Тайгильтова (404 кӗнеке) ҫӗнтернӗ. 15–22 ҫулсенчи ушкӑнра __Ураскилтри__ Ксения Григорьева 352 кӗнеке вуласа ҫӗнтернӗ. 22 ҫултан аслӑраххисен йышӗнче тивӗҫлӗ канури Вячеслав Михайлов (310 кӗнеке), Людмила Сергеева (285 кӗнеке), Валентина Михайлова (317 кӗнеке) ҫӗнтернӗ. Ҫӗнтерӳҫесем «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» республика конкурсӗнче «Вулав лидерӗ» номинацире хутшӑнӗҫ.

«Чи лайӑх буктрейлер» конкурсра кӗҫӗннисем хушшинче Анатолий Смолинӑн «Озорная азбука» кӗнеки тӑрӑх хатӗрленӗ буктрейлер ҫӗнтернӗ (__Питӗшри__ вулавӑш). Ҫамрӑксен ушкӑнӗнче Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» кӗнекипе тунӑ буктрейлер малта пулнӑ (Элӗк). Аслисен йышӗнче Александр Артемьевӑн «Салампи» хайлавӗ, (Ураскилт), Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» кӗнеки (Кӗҫӗн Тӑван тата Мӑн Вылӑ) тӑрӑх хатӗрленӗ буктрейлерсем ҫӗнтернӗ.

Элӗкри тӗп вулавӑшра С.Павловпа, У.Эльменпе, Лӗпӗшпипе (Л.А.Шашакина) тӗлпулусем йӗркеленӗ.

Элӗк районӗнче фестивальпе килӗшӳллӗн 102 мероприяти, 38 кӗнекӗ куравӗ иртнӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 19

1990
36
Долгов Василий Архипович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1994
32
Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем