Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Красноармейски районӗнчи__ __Тусай__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Александров Вячеслав Александрович (1929–2005) ӗҫ ветеранӗ пурнӑҫне ҫӗр ӗҫне халалланӑ. Ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн малтанах Тинӗсҫум енӗнчи Чкаловскире агрономра тӑрӑшнӑ, унтан __Етӗрне районӗнчи__ __Кӑкшӑм__ ялӗнче агрономра ӗҫлеме пуҫланӑ. 1955–1989 ҫулсенче колхозра агроном, унтан тӗп агроном, юлашки 17 ҫулне «Заветы Ильича» колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ.

Тӑрӑшулӑхне кура ӑна «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ» тата «РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ» ятсем парса чысланӑ, темиҫе орден, чылай медаль парса наградӑланӑ, вӑл Халӑх хуҫалӑхӗн Пӗтӗм Союзри куравне хутшӑнса ылтӑн тата кӗмӗл медальсене те тивӗҫнӗ. Вячеслав Александровича коллектив «Хисеплӗ колхозник» тата «Хисеплӗ председатель» ят парса чысланӑ.

Вырӑнти администраци ертсе пынипе ӑна асра тытса ҫулленех ҫамрӑксем хушшинче теннис вӑййисем ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Кӑкшӑмри шкулӑн спортзалӗнче черетлӗ ӑмӑртусем иртрӗҫ. Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Константин Михайлов, шкул вӗрентекенӗсем, Александров тӑванӗсем пухӑннисене ӑмӑртура ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Теннис вылякансем ҫулӗсене кура темиҫе ушкӑна пайланнӑ: 4–5-мӗш, 6–7-мӗш тата 8–9-мӗш класс хастарӗсем. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне 7-мӗш класра вӗренекен Костя Ильин тата 8-мӗш класра вӗренекен Миша Жандаров, хӗрачасенчен 8-мӗшӗнчи Кристина Григорьевӑпа 7-мӗш класри Марина Тимофеева тивӗҫрӗҫ. Аслисене илес пулсан 1-мӗш вырӑнта __Пӑчанар__ ялӗнчи Иванов Зиновий тата ҫак ялти Надежда Пчелкина мала тухрӗҫ.

Константин Михайлов 1–3-мӗш вырӑнсене йышӑннисене Хисеп хучӗсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗ. Александров Вячеслав Александровича асра тытнӑшӑн унӑн хӗрӗсемпе-ывӑлӗсем, кинӗ-кӗрӳшӗсем ял администраци пуҫлӑхне Константин Михайлова, шкул коллективне, ял халӑхне, колхоз ӗҫченӗсене чунтан тав тӑваҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 01

1990
36
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи