Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пушӑн 14-мӗшӗнче __/news/5246.html|Тӑвай районӗнче__ кӑна мар, Муркаш районӗнче те чиперуксен конкурсӗ иртнӗ. Кӑҫал «Муркаш пики — 2014» конкурса 8 хӗр хутшӑннӑ. Пикесем пилӗк конкурса витӗр тухнӑ: «Визит карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ».

Жири конкурсҫӑсене чи малтанах ӑнӑҫу суннӑ. Пикесене тӗрлӗ енлӗн тӗрӗсленӗ. Паллах, конкурссене парӑнтарма ҫӑмӑл пулман. Хӗрсем сцена ҫинче ташланӑ, юрланӑ, наци апат-ҫимӗҫӗ пирки калаҫнӑ.

Чи маттурри — Елизавета Смирнова. __Муркаш__ вӑтам шкулӗнче вӗренекенскер «Муркаш пики — 2014» ята тивӗҫнӗ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Елена Николаева «Вице Муркаш пики» ята ҫӗнсе илнӗ. __Чуманкасси__ шкулӗнчи Елена Иванова «Хӳхӗм пике» номинацире ҫӗнтернӗ. __Калайкасси__ шкулӗнче вӗренекен Кристина Арчикова «Ҫепӗҫ пике» пулнӑ. __Ярославка ял тӑрӑхӗнчи__ Виктория Иванова «Ӑс пике» номинацире палӑрнӑ. Муркаш шкулӗнчи Ольга Павлова «Пултаруллӑ пике» ята тивӗҫнӗ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире вара Алена Кузьмина ҫӗнтернӗ.

Сцена ҫинче чӑваш эстрадин юрӑҫисем Алена Еркова, Юлия Железнова, Алина Савельева, Николай Кузьмин, __Москакасси__ культура центрӗнчи «Хӗлхем» хореографи уйрӑмӗ пултарулӑхне кӑтартнӑ.

Район шайӗнчи конкурс иртнӗ. Халӗ Елизавета Смирновӑн «Чӑваш пики — 2014» конкурса хутшӑнса Муркаш чысне хӳтӗлемелле.

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=71&type=main&id=2733346|**Сӑнсем**__ (45)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 03

1900
126
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ.
1937
89
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1962
64
Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын