Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Патӑрьелти__ тӗп вулавӑшра вулакансем хушшинче __Улькка Эльменӗн__ «Упраймарӑм сана…» кӗнеки тӑрӑх конференци иртнӗ. Унта кӗнеке авторӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ __Юлия Силэм__ те хутшӑннӑ.

Улькка Эльмен — сӑвӑҫ тата прозаик. Вӑл — РФ Писательсен союзӗн пайташӗ, __Иван Ивник__ ячӗллӗ преми лауреачӗ. Улькка Эльменӗн хайлавӗсене халӑх килӗштерсе вулать. Ытларах ӑна «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?», «Хӑрнӑ вӗрене», «Ҫирӗп чунлисем телейлӗ» хайлавӗсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ. Унӑн «Упраймарӑм сана…» ҫӗнӗ кӗнекине «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулта чи нумай вуланакан кӗнеке» республика конкурсне хутшӑнмашкӑн кӗртнӗ.

Вулавӑшри конференци тухӑҫлӑ та кӑсӑклӑ иртнӗ. Мероприятие вулавӑшӗн таврапӗлӳ секторӗн заведующийӗ Нина Мазякова уҫнӑ. Наталия Ракова писатель пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӗнеке авторӗ те хӑйӗн пирки, малашнехи плансем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Конференцие пухӑннисем кӗнеке геройӗсене хӗрӳ сӳтсе явнӑ. Хайлаври геройсем расна: пӗрисене шелленӗ, теприсене ятланӑ. Чылай сӑнар пурнӑҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма, палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама вӗрентет. Мероприятие хутшӑнакансем Улькка Эльменӗпе калаҫса чылай кӑсӑклине пӗлнӗ. Вулавӑша час-часах ҫӳрекен Лидия Васильева хӑйне «Упраймарӑм сана…» роман геройӗпе танлаштарнӑ: пӗрпеклӗх нумай.

Улькка Эльмен (Куликова Ольга Геннадьевна) __Вӑрнар районӗнчи__ __Авшак Элмен__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ольга Геннадьевна виҫӗ ачана ура ҫине тӑратнӑ, халӗ ҫичӗ мӑнукӗпе йӑпанать.

Юлия Силэм Улькка Эльмен пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартни вулакансен чӗрине пырса тивнӗ. Конференцие хутшӑнакансем вулавӑшра юратнӑ чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсем ҫителӗксӗр пулнине пӗлтернӗ. Писательсемпе иртнӗ тӗлпулу кашнин кӑмӑлне кайнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 01

1990
36
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ