Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.1 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче Раҫҫей парламенчӗн ҫӳлти палатин спикерӗ Валентина Матвиенко хушӑвӗпе килӗшӳллӗн аппарата вӑхӑтлӑха пӗрремӗш ҫумӗ Валерьян Викторов ертсе пырӗ.

Валерьян Николаевич 1951 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче __Канаш__ хулинче ҫуралнӑ, патшалӑх ӗҫченӗн карьерине чӑваш ҫӗрӗ ҫинче тытӑннӑ. 1993 ҫулта вӑл Федераци Канашне суйланнӑ, ӑна И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ректорӗпе __Лев Кураковпа__ пӗрле депутата суйланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вице-президент кандидачӗпе Леонид Прокопьевпа пӗрле Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хутшӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри калаҫнӑ тӑрӑх, суйлав умӗн Валерьян Николаевич __чӑваш чӗлхине__ вӗренме тытӑннӑ. Хӑй халӗ палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл чӗлхене юрӑхлӑ пӗлет. Пӗрремӗш турта Викторов сасӑсен 18% пухса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ (Николай Федоровпа Лев Кураков хыҫҫӑн). Иккӗмӗш турта Элтепӗр вырӑнне Николай Федорова (халӗ РФ ял-хуҫалӑх министрӗ) суйланӑ.

Ҫак тапхӑр хыҫҫӑн Валрьян Викторовӑн «Мускав» страници пуҫланнӑ. 1994 ҫулта Федераци Канашӗн председателӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. 1996 ҫулта РФ Президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ҫав ҫулах РФ Президенчӗ ҫумӗнчи сусӑрсемпе ӗҫлекен канаш председательне ларнӑ. 2014 ҫулхи нарӑсчен Федераци Канашӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Валерьян Николаевич ҫемьеллӗ, унӑн виҫӗ ача.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 13

1889
137
Пазухин Петр Васильевич, халӑх юрри-кӗввине пухаканӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Чӗмпӗр «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1924
102
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист ҫуралнӑ.
1961
65
Шупашкарти пӗр урама Гагарин ятне панӑ.
1961
65
Кураков Александр Николаевич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ.
2003
23
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2006
20
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын