Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.1 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тӗлӗнмелле пек те, анчах __Канаш районӗнчи__ __Ӑвӑспӳрт Кипеч__ ялӗнче пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ тӑнлавран пӗрре янклаттарса янипе пуҫ мимине чӗтретме пултарнӑ. Ахаль-махаль ҫыннӑнне те мар, йӗрке хуралҫине. Тата урамри пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре те мар — шалти ӗҫсен пайӗнче. Вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав.

Каччӑна йӗрке хуралҫисем халӑх ҫӳрекен вырӑнта ӳсӗр ҫӳренӗшӗн тытса чарнӑ-мӗн. Протокол ҫырма тесе хӑйсемпе пӗрле лартса кайнӑ. Полици ҫуртне ҫитсен каччӑ чӑрсӑрланнӑ — пакунлисенчен пӗрне тӑнлавран пӗрех туртса панӑ. Лешӗ тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла шар курнӑ. Шур халатлисем сурана сывлӑха ҫӑмӑл сиен кӳнӗ тесе йышӑннӑ.

Йӗрке хуралҫине хирӗҫ тӑнӑ качча пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние икӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 13

1889
137
Пазухин Петр Васильевич, халӑх юрри-кӗввине пухаканӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Чӗмпӗр «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1924
102
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист ҫуралнӑ.
1961
65
Шупашкарти пӗр урама Гагарин ятне панӑ.
1961
65
Кураков Александр Николаевич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ.
2003
23
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2006
20
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ