Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кирек мӗнле вӑрҫӑ та халӑх чӗринче ӳт илеймен суран хӑварать. Вӑрҫӑ вӑрҫах: пӗрисем ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлаҫҫӗ, теприсем, тӑван тӑрӑха сывӑ-чӗрӗ е аманса таврӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗрте Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, Афганистан тата Чечня вӑрҫисем кӗрлерӗҫ. Вӗсенче мӗн чухлӗ салтак пурнӑҫӗ татӑлмарӗ-ши? Вӑрҫӑ пирки калаҫма йывӑр, анчах ун пирки манма пирӗн тивӗҫӗм ҫук.

Кӑҫал нарӑсӑн 15-мӗшӗнче Афганистанран Совет ҫарӗсене тӗппипех илсе тухнӑранпа 25 ҫул ҫитрӗ. Унти ҫапӑҫусем интернационалист салтаксен асӗнче яланлӑхах ҫырӑнса юлнӑ. Чечня вӑрҫи те чылай ҫамрӑкӑн пурнӑҫне вӑхӑтсӑр татнӑ. Хӑрушӑ ҫак вӑрҫӑсем салтак амӑшӗсен ҫӳҫне вӑхӑтҫӑр шуратнӑ.

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ май республикӑри кашни ял-хуларах тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ. Акӑ __Шӑмӑршӑ районӗнчи__ __Васан__ ялӗнчи Культура центрӗнче уяв каҫӗ ирттернӗ. Унта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе, Афганистан тата Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ интернационалист салтаксемпе тӗлпулу йӗркеленӗ. Уява Шӑмӑршӑ район администрацийӗн социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Ендиеров, __Васан ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Юрий Ильин, республикӑри интернационалист салтаксен пӗрлӗхӗн районти организацин председателӗ Геннадий Ельцов, __Васан__, __Ярӑслав__, __Кивӗ Шӑмӑршӑ__ ялӗсенчи интернационалист салтаксем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ял халахӗ хутшӑннӑ. Юрий Ильин вӑрҫа хутшӑннисем, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланисем, ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, 90 ҫул тултарнӑ Ф.П.Каргина саламлани уйрӑмах пысӑк хисеп пулнӑ. Николай Ендиеров ветерана РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн салам ҫырӑвне тыттарнӑ. Шкул ачисем Федор Петровичӑн комсомол билетне алӑпа тытса курнӑ. Ҫак билет витӗр снаряд ванчӑкӗ тухнӑ, салтака кӑкӑрӗнчен амантнӑ. Юнпа вараланнӑ, ҫурӑлнӑ билет халӗ Васан музейӗнче упранать. Афган вӑрҫине хутшӑннӑ Андрей Терентьев (вӑл сӑрт альпинизмӗ енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗ), Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗ Сергей Архипов, «паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ Сергей Власов, Владимир Кузнецов тата ыттисем хӗрӳ ҫапӑҫусем пирки каласа кӑтартнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи, Афганистан тата Чечня вӑрҫи пирки катартнӑ видеороликсем, салтаксене халалланӑ юрӑсем, сӑвӑсем кашнин чӗринех пырса тивнӗ. Кашниех ҫапӑҫу хирӗнче юлнӑ салтаксене, цинк тупӑкра таврӑннӑ интернационалист салтаксене аса илсе хурланнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 07

1922
103
Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ.
1986
39
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
2000
25
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ