__Элӗк районӗнчи__ __Мӑн Шӗвӗш__ ялӗнче пурӑнакан Ольга Михайловӑна юбилейре РФ Президенчӗн открытка саламне, чечек ҫыххи тата ытти парне панӑ.
Ольга Михайлова нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 90 ҫул тултарнӑ. Вӑл нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пӗтӗмпе тӑватӑ шӑпӑрлан ӳснӗ. Ольга Михайлова ачаранпах сусӑр. Вӑл калаҫаймасть, алӑпа ҫеҫ ӑнлантарать. Ольга Михайлова хуҫалӑхра мӗн пӗчӗкренпех ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, фермӑра лашасем пӑхнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи кӗрленӗ вӑхӑтра мӗнпур йывӑрлӑха хӑй ҫинче туйса курнӑ. Вӑл ӗмӗрӗпех шӑллӗн ҫемйинче пурӑннӑ, качча кайман. Ольга Михайлова — ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ. Халӗ вӑл кинӗпе пурӑнать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |