Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура залӗнче нарӑсӑн 16-мӗшӗнче республикӑри ХТК (КВН) ушкӑнӗсен ҫӗнӗ сезонӗ уҫӑлнӑ ятпа «КиВиН Чувашии-2014» (чӑв. ~~Чӑваш Ен КиВиНӗ~~) фестиваль иртнӗ. 12 ҫул хушшинче ХТК вӑййисене республикӑри 100-е яхӑн тӗрлӗ вӗренӳ заведенийӗсен, шкулсен командисем хутшӑннӑ.

Хӗрлӗ Чутай район чысне __Ҫӗнӗ Атикасси__ вӑтам шкул команди хӳтӗленӗ. «Бодрячок» командӑра Эльвира Андреева, Анастасия Смирнова, Дмитрий Лобов, Эдуард Сидоров, Сергей Ильин, Николай Софронов, Анастасия Маркова. Ушкӑн жюри умне «Мир, в котором мы живём» (чӑв. ~~Эпир пурӑнакан тӗнче~~) юрӑпа тухса «Мир не прост» (чӑв. ~~Тӗнче ансат мар~~) юрӑпа вӗҫленӗ. Вӗсен вӑййи-кулӑшӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ, ушкӑна нарӑсӑн 22-мӗшӗнче фестивалӗн Гала концертне хутшӑнма суйланӑ. Унсӑр пуҫне шкул ачисен Шупашкарпа Красноармейски районӗсен, Патӑрьел ялӗн, Шупашкар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри хулисенчи шкул командисем хушшинче тупӑшса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивет.

Ушкӑнри Николай Софронов, Сергей Ильин, Дима Лобов, Эдик Сидоров __Штанашри__ 9 ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ чухнех хӑйсен пултарулӑхӗпе палӑрса тӑратчӗҫ, кашни уяв-концера хастар хутшӑнса куракансене тӗрлӗ кулӑшпа савӑнтаратчӗҫ. Шкул ачисене чӑрӑш тавра юрлаттармалла-и, кӗрхи уяв ирттермелле-и, мода парадне хутшӑнмалла-и — яшсем яланах хастар. Ачасене хаваслӑ вӑйӑра ӑнӑҫусем сунар!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй-хал саппасӗ нумай, анчах ӑна ҫӑмӑллӑнах вак-тӗвекленсе пӗтерме пулать. Эрне варринче тавлашусем тухма пултарӗҫ — эсир тӗрӗссине ҫине тӑрса ӗнентермесен те, хӑвӑрӑн позицие лӑпкӑ палӑртӑр.

Юпа, 05

1947
79
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
21
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ