Республикӑн Ҫул-йӗр фондӗнчен пӗлтӗр уйӑрнӑ укҫа-тенке пур районта усӑ курса пӗтермен иккен. Ҫакна республикӑн вице-премьерӗ — транспортпа ҫул-йӗр министрӗ Михаил Янковский районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ паян ирттернӗ видеоканашлура палӑртса хӑварнӑ.
Усӑ курмасӑр юлни — 10 миллион тенкӗ. Унпа усӑ курса пӗтермен районсен хушшинче Вӑрнар, Краснормейски, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсене асӑннӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле хулисене кӗртнӗ.
Ҫул-йӗре юсама тата тытса тӑма пӗлтӗр тӗрлӗ хыснаран 2,7 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Вырӑнти бюджетсен шучӗпе вара ҫак тупра 2,8 миллиарда яхӑн пулнӑ. Кӑҫал 2 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрмалла.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Геннадий Айхи, Чӑваш Республикин халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Краснов Николай Семенович, чӑваш архитекторӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |