Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +29.0 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Валентина Теллина __Шупашкар__ хулин тӗп пульницӑн тӗп врачӗнче чӗрӗк ӗмӗр ӗҫлет. Ҫак кунсенче вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

Паллӑ кунпа кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче ӗҫтешӗсем акт залӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие пухӑннӑ. Унта республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова тата ыттисем пырса ҫитнӗ. Паян вара хисеплӗ ҫынна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова саламланӑ.

Професси карьерине Валентина Теллина __Елчӗк районӗнчи__ __Пӑла Тимеш__ ялӗнчи участок пульницинче тытӑннӑ. Унта вӑл Хусанти мединститута вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн лекнӗ. Хӑй вӑл 1950 ҫулта __Патӑрьелте__ ҫуралнӑ. 1986 ҫулта Шупашкара куҫать, тепӗр икӗ ҫултан строительсен медсанчаҫӗ текен пульницӑн тӗп тухтӑрӗнче ӗҫлеме тытӑнать. Унтанпа вӑл учрежденин статусӗ те улшӑнать, сывлӑх сыхлав министрӗсем те ылмашаҫҫӗ. Теллина вара чӗрӗк ӗмӗр тӗп тухтӑр пулса тӑрӑшать. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн депутатне те суйланнӑ.

Валентина Теллина ертсе пыракан хулари тӗп больница паян чи лайӑх сиплев учрежденийӗсенчен пӗри шутланать.

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=11&type=news&id=2701809|**Сӑнсем**__ (20)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 21

1907
119
Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ.
1936
90
Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи