Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Иртнӗ шӑматкун ветеран йӗлтӗрҫӗсемпе спортӑн ҫак енне юратаканcем республика Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑнӑ.

Ӑмӑрту __Шупашкарти__ 2-мӗш спорт шкулӗн йӗлтӗр йӗрӗ ҫинче иртнӗ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах унта __Шупашкар__, __Ҫӗнӗ Шупашкар__, __Канаш__, __Улатӑр__ хулисенчи, Шупашкар, Куславкка, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Красноармейски районӗсенчи тата Мари Элти 120 ҫын йӗлтӗр сырса пухӑннӑ.

Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗршывра та халиччен ирттермен спартакиада йӗркелӗҫ. Унта ветерансем хутшӑнӗҫ. Вӗсем спортӑн тӗрлӗ енӗпе тупӑшӗҫ.

Ӑмӑртӑва хутшӑннисен хастарлӑхне ҫула кура 12 ушкӑна пайласа палӑртнӑ. Хӑйсен ушкӑнӗнче Джамалия Баранова, Николай Федоров, Владислав Васильев (__Шупашкар районӗ__), Наталья Кузьмина, Александр Антонов, Валерий Матвеев (__Шупашкар__), Сергей Павлов (__Канаш__ хули), Юрий Мануйлов (__Куславкка районӗ__), Виктор Серенков (__Улатӑр__ хули), Николай Алексеев (__Сӗнтӗрвӑрри районӗ__), Михаил Ямолкин, Александр Антонов (Мари Эл) палӑрнӑ.

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине аталантарассишӗн ҫине тӑнӑшӑн патшалӑх символӗллӗ сехетпе Михаил Игнатьев Элтепер Красноармейски районӗнчи Владислав Терентьев тата Шупашкарти Александр Егорцов ветеран-йӗлтӗрҫӗсене, __Сӗнтӗрвӑрри__ хула представительне Сергей Крупнова хавхалантарнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 01

1990
36
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ