Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.0 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине ӳстересси хальхи вӑхӑтра чи сӳтсе явакан ыйтусенчен пӗри шутланать тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн тӗп аграри ведомстви. Кун пирки ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов нумаях пулмасть Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлура та палӑртса хӑварнӑ иккен.

Чӑваш Енӗн стастисчӗсем иртнӗ ҫулхи кӑрлач–чӳк уйӑхӗсенче республикӑри аграрисен уйӑхи вӑтам ӗҫ укҫи 10 пин те 630 тенке ларнине пӗлтереҫҫӗ. 2012 ҫулхипе танлаштарсан шалу 11,2 процент ӳснӗ иккен-ха. Анчах республикӑри вӑтам ӗҫ укҫипе танлаштарсан, ҫак хисеп асӑннӑ суммӑн 56,1 проценчӗ кӑна пулать.

Шалу пӗчӗк курӑнни ӗҫлекенсен хисепне тӗрӗс шутланипе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче. Кунта ташлама пӗлменнине пӗр япала чӑрмантарать текен ваттисен сӑмахӗ аса килчӗ те, юрӗ, ун пирки чарӑнса тӑмӑпӑр. Ҫапах та ӗҫ тухӑҫлӑхӗ пӗчӗккисенче шалу та пӗчӗккине асӑнаҫҫӗ-ха. __Ҫӗмӗрле районӗнче__, акӑ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ кашни ҫын пуҫне 119 пин тенке ларать иккен. Ку вӑл — республикӑра чи пӗчӗкки. Тухӑҫ 120–450 пинлисенче уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 6–8 пин тенкӗпе танлашать-мӗн. Кашни ӗҫлекен пуҫне 400–650 пин тенкӗ лараканнисенче шалу 7,6–9,0 пин тенкӗ таран тухать иккен. Тухӑҫлӑх 1 миллион тенкӗ те 560 тенке ҫитекеннисенче шалу 9,5–13,5 пин тенкӗ тухать. Кун пек районсен шутӗнче Шупашкар тата Ҫӗрпӳ районӗсене асӑнаҫҫӗ. Унта «Сувар-2», «Ҫӗрпӳри бекон» йышши сысна фермисем, «Юрма» кайӑк-кӗшӗк фабрики (вӑл агрохолдинг шутланать-ха) пуррине палӑртса хӑвармалла.

Ӗҫ укҫине тивӗҫлипе тӳлеменнисене правительствӑн агропромышленноҫ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комиссине чӗнсех намӑслантарасшӑн-мӗн.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 13

1889
137
Пазухин Петр Васильевич, халӑх юрри-кӗввине пухаканӗ ҫуралнӑ.
1918
108
Чӗмпӗр «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1924
102
Краснова Ирина Мефодьевна, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, журналист ҫуралнӑ.
1961
65
Шупашкарти пӗр урама Гагарин ятне панӑ.
1961
65
Кураков Александр Николаевич, чӑваш актёрӗ ҫуралнӑ.
2003
23
Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2006
20
Терентьев Геннадий Терентьевич, паллӑ чӑваш драматургӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть