Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Эпир пӗрремӗш хут ҫулталӑк ҫыннине суйлас терӗмӗр. Ку ӗҫе пӗрремӗш хут йӗркеленине кура пӗтӗмӗшле сасӑлав ирттерес терӗмӗр — чӑвашлӑхшӑн тивӗҫлӗ ӗҫсем тӑвакансене те асӑнтӑмӑр, ура хураканнисене те. Тӳрех темиҫе ҫыншӑн сасӑлама юрать. Эсир суйланӑ ҫынна кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче палӑртӑпӑр.

Кандидатсене суйланӑ чухне эпир Чӑваш халӑх сайтӗнче ҫутатнӑ хыпарсене тӗпе хутӑмӑр. Тен, ку йыша кӗмен ҫынсем те ҫак ҫулталӑк тӑршшӗнче ырӑ ӗҫ тунӑ пулӗ, анчах та эпир ҫутатманнине пула вӗсем пирки пӗлместпӗр. Тепӗр тесен ыттисене сӗнме те пултаратӑр — np@chuvash.org адреспа ҫырӑр, эсир сӗнекен ҫын мӗнле пысӑк ӗҫ тунине пӗлтерме ан манӑр, тата ҫакӑн ҫинчен хыпарлакан каҫӑ ярса парӑр. Тӳрех асӑрхаттаратпӑр, Николай Плотникова сӗнме кирлӗ мар (сасӑлав чӑнлӑха кӑтартаймасса пултарӗ). Маларах пӗлтерсен сирӗн кандидатшӑн ытларах ҫын сасӑлама пултарӗ.

Аяларах ҫулталӑк ҫынни пулма тивӗҫлисен йышне курма пултаратӑр. Вӗсене хушамат-псевдоним тӑрӑх йӗркеленӗ (сасӑлавра вӗсем яланхи пек урлӑ-пирлӗ вырнаҫнӑ /скрипт ҫапла йӗркелет/). Ячӗпе хушамачӗ хыҫҫӑн кандидата мӗнле ӗҫе пула тӑратнине кӑтартнӑ (ҫывӑх вӑхӑтра ырӑ ӗҫ пирки пӗлтерекен каҫӑсемпе пуянлатӑпӑр).

**◇ Тимерша Алмантай**, Сӑвар хулашӗн таврашӗнче «Ырӑ ту» чул вырнаҫтарнӑшӑн (ку кандидата Тирӗр Акташ сӗннипе кӗртнӗ).

**◇ Хосе Асебильо**, __/news/4330.html|Шупашкарӑн архитектурине__ йӗркелеме пулӑшнӑшӑн.

**◇ Надежда Афанасьева** кинемей, хӑй укҫипе __/news/4566.html|Тури Хурасанти ял клубне__ юсанӑшӑн.

**◇ Бюлент Байрам**, __/news/3928.html|«Улӑпа» туркӑлла__ куҫарнӑшӑн.

**◇ Александр Белов**, __/news/2744.html|Маргарита Гартфельдера__ хӳтӗленӗшӗн.

**◇ Александр Блинов**, __/news/3388.html|«Хавал» уйлӑха__ ирттернӗшӗн, «1000 те 1 сӑмах» кӗнеке кӑларнӑшӑн.

**◇ Вячеслав атте**, этнокультура паркне __/news/4479.html|йӗркеленипе килӗшменшӗн__.

**◇ Илле Иванов**, чӑваш чӗлхине __/news/4178.html|хӳтӗлесе айӑпланнӑшӑн__.

**◇ Михаил Игнатьев**, хӑйӗн Ҫырӑвӗнче кил-йышра __/news/4606.html|чӑвашла пуплеме чӗннӗшӗн__.

◇ Татьяна Ильина, «Ҫапла пултӑр!» телекӑларӑма пуҫарса янӑшӑн. (~~**хушни**: Шел те, каҫӑ шыранӑ май ҫак кӑларӑм пӗлтӗр тухма пуҫлани курӑнчӗ, ҫавӑнпа та Татьяна Ильинан кондидатурине сасӑлавран кӑларатпӑр.~~)

**◇ Валерий Клеменьтев**, __/news/4233.html|ЧНК сайтне чӑвашла__ тӑвас ӗҫе пуҫарнӑшӑн.

**◇ Фёдор Мадуров**, __/news/3672.html|чӑваш тӗнӗшӗн__ кӗрешнӗшӗн, Атӑлҫи Пӑлхара ҫавӑрса илнӗренпе __/news/4373.html|777 ҫул ҫитнине палӑртнӑшӑн__.

**◇ Владислав Николаев**, __/news/4147.html|«Асамат & Шевле» журнала__ кӑларма пуҫланӑшӑн.

**◇ Алексей Романов**, __/news/3226.html|«Вут-шу» ҫапӑҫу ӳнерне__ сарнӑшӑн, ятарлӑ кӗнеке кӑларнӑшӑн.

**◇ Владислав Скуратов**, __/news/4333.html|Андроид валли__ чӑвашла-вырӑсла сӑмахсар ӑсталанӑшӑн.

**◇ Иосиф Трер**, __/news/4562.html|«Чӗрӗ сӑмах»__ чӑвашла спектакль лартнӑшӑн.

**◇ Сергей Трихалкин**, __/news/4178.html|Илле Иванова__ айӑплавлӑ пӗтӗмлетӳ тунӑшӑн.

**◇ Валерий Туркай**, «Нарспие» __/news/3676.html|ҫичӗ чӗлхепе__ кӑларнӑшӑн.

**◇ Николай Угаслов**, ЧНК Президенчӗн вырӑнне __/news/4299.html|йышӑнма пултарнӑшӑн__.

**◇ Артём Федоринчик**, чӑваш чӗлхине __/news/4613.html|тӗрлӗ вырӑнсенче__ сарнӑшӑн.

**◇ Эдуард Фомин**, __/news/4514.html|«Чи хитре чӗлхе»__ кӗнекене кӑларнӑшӑн.

**◇ Вячеслав Эткер**, __/news/4469.html|Ҫӗрпӳре этнокультура паркне__ тума пуҫланӑшӑн.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 01

1990
36
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ