Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Чӑваш чӗлхине__ хӳтӗлесе ҫырнӑ, каярах ӑна суд «экстремистла» тесе хакланӑ статья тӗлӗшпе айӑпланнӑ __Илле Иванов__ журналист тата ӑна хӳтӗлекенсем виҫӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫалани пирки «Ирӗклӗ Сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтерет. Пӗрремӗш ҫӑхава Илле Иванов тата унӑн адвокачӗ Николай Столбов ячӗпе ҫырнӑ. Иккӗмӗшне, чӑвашла, Илле Иванов хӑй шӑрҫаланӑ. Виҫҫӗмӗшне __Борис Чиндыков__ ҫыравҫӑ, суда вӑл хӳтӗлевҫӗ евӗр хутшӑннӑ, хатӗрленӗ.

Ҫӑхавсем суд процесне пӑснипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Сӑмахран, асӑннӑ «преступлени» тӗлӗшпе айӑплав пуҫармалли вӑхӑт кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухнӑ-мӗн, Муркаш район прокуратури вара ӗҫе суда ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫитернӗ иккен. Кунсӑр пуҫне приговорта айӑплава ҫирӗплетмелли мӗнпур факта пуҫиле процессуаллӑ саккуна пӑсмасӑр пухни пирки каланӑ-мӗн те, анчах Илле Иванов тата «Сӗтев» хаҫатӑн ытти ӗҫченӗн телефонне итлени те ҫиеле тухнӑ имӗш.

Ивановпа Столбов ҫырнӑ ҫӑхавра тӗпчеве тата суда айӑпланаканӑн тӑван чӗлхипе — чӑвашла — ирттерменнине палӑртнӑ. Ку вара Конституцие тата Пуҫиле процессуаллӑ кодекса пӑсни пулать иккен. Борис Чиндыков ҫӑхавӗнче айӑплавӑн экспертизин пахалӑхӗ начаррине палӑртнӑ. Суд специалистсен пӗтӗмлетӗвне итлемен теҫҫӗ.

Илле Иванова хӳтӗлекенсем Муркаш район сучӗн айӑплавне пӑрахӑҫлама, пуҫиле ӗҫе тивӗҫлипе пӑхса тухма ыйтаҫҫӗ. Илле Иванова хӳтӗлесе уҫӑ ҫырӑва алӑ пуснӑ ҫынсенчен хӑшӗсем суда хутшӑнас кӑмӑллӑ-мӗн. Ҫавӑн пек шухӑшлисен йышӗнче маларах асӑннӑ «Ирӗклӗ Сӑмах» интернет-хаҫатӑн тӗп редакторӗ Сандр Савгильда та пур.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 26

1906
120
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть