__Чӑваш наци конгресӗн__ Аслӑ пухӑвӗ умӗн шутлӑ кунсем ҫеҫ юлчӗҫ. Ку мероприятие чылайӑшӗ ҫине тӑрсах хатӗрленет тесен те йӑнӑш пулмӗ — тӗрлӗ __/news/4235.html|умпухусемпе__ ҫавра сӗтелсем иртеҫҫӗ, __/news/4233.html|ЧНК-ан сайтне__ хута яраҫҫӗ. Президиум та ал усса лармасть темелле — тӑтӑшах пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ӗнер вара ЧНК пресс-конференци ирттернӗ, унта тӗрлӗ телеканалсемпе МИХсен журналисчӗсем пухӑннӑ. Ыйтусем ҫине Константин Портновпа Михаил Краснов хуравланӑ.
Журналҫӑсемпе тӗлпулу епле иртни пирки Тимӗр Акташ журналист каласа пачӗ. Ыйтусем сахал мар пулнӑ. «Сӑвар ТВ» журналисчӗ, сӑмахран, хальхи вӑхатра мӗнле кандидатсем пурри пирки ыйтнӑ. Михаил Краснов хӑйӗн хуравӗнче Президента съезд суйласси пирки ҫеҫ каланӑ. Унсӑр пуҫне Олег Цыпленков («Сӑвар ТВ») 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвӗ пирки те, наци лицейӗн шӑпи пирки те, наци телекуравӗн пуҫлӑхне суйлама пултарайманни пирки те ыйтусем панӑ — Михаил Краснов нихӑш ыйту ҫине те тӗплӗ хурав парайман, унчченех паллӑ информацие ҫеҫ пӗлтерме пултарнӑ. Константин Портнов ҫеҫ хӑйӗн хуравӗнче наци телекуравӗнчи чӑваш чӗлхи шайӗ конгреса тивӗҫтерменни пирки каланӑ, Аслӑ пухура кун пирки резолюци йышӑнмалли ҫинчен пӗлтернӗ.
Съезда делегатсене епле майпа суйлани пирки ыйту парсан Михаил Краснов тӗрлӗ тӑрӑхсенчен вӗсен шутне чӑвашсен йышне кура тата кам лайӑхрах ӗҫленине кура палӑртни пирки каланӑ. Мӗнле пӗрлешӳсенчен чӗнессине вара малтан иртнӗ Мӑн Канашра пӑхса тухнӑ иккен.
Пресс-конференцире ҫавӑн пекех кама сӑмах парасси пирки, хӑш-пӗр организацисенчен делегата тухайманни пирки, Н. Лукиановӑн Уҫӑ ҫырӑвне, нумай пулмасть иртнӗ умпухура йышӑннӑ протокол пирки, Аслӑ Пухӑва епле майпа лекме пултарасси пирки ыйтусем пулнӑ. Калаҫу пурӗ сехет те 10 минут патнелле тӑсӑлнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ. | ||
| Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
| Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |