Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кам ӑҫта ӗҫлет, ҫавӑнта пуять теҫҫӗ те, чӑнахах та пуль тесси патнех ҫитетӗн вара хӑш чух. Е тата укҫа тесен шапа та алӑ тӑснӑ каларӑш та вырӑнлӑ пек туйӑнать. Ҫамрӑклах теприсем сӗмсӗр те выҫӑ куҫлӑ пулни те тӗлӗнтерет.

Акӑ, Санкт-Петербургри патшалӑх инженерипе экономика университечӗн __Шупашкарти__ филиалӗн пӗр пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне виҫӗ теҫеткене те ярса пусман хӗрарӑм ертсе пынӑ. Пӗринче вӑл куҫӑнсӑр майпа вӗренекен студент амӑшӗнчен хайхин ывӑлне зачет тытма, курс тата ытти ӗҫсене ҫӑмӑллӑнах хӳтӗлеме, диплом умӗнхи практикӑна тухнӑ тесе ӗнентерме хӑй пырса ҫӳремесӗрех пулӑшатӑп тесе пӗтӗмпе 140 пин тенкӗ илнӗ. Студентӑн амӑшӗ те пуянскер пулнӑ-тӑр ҫав — ара, ун чухлӗ укҫана пухас тесен ахаль-махаль ҫыннӑн мӗн чухлӗ тар тӑкмалла. Харӑс тыттарман-ха та — 2009 ҫулхи кӑрлачран тытӑнса 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ таран.

Ывӑлӗшӗн чупса ҫӳреме хӑнӑхнӑ амӑшӗ ҫав хӗрарӑма кунсӑр пуҫне тепӗр 100 пин тенкӗ укҫана вӗреннишӗн тӳлеме тесе тыттарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнче пукан йышӑнаканскер 47 пинне кӑна кассӑна хывнӑ, ыттине кӗсьене пӗтӗрсе чикнӗ. Ку лару-тӑрура чи кӑсӑкли — студента ӗлкӗрсе пыраймасть тата вӗреннишӗн укҫа тӳлемест тесе 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчех кӑларса янӑ пулнӑ иккен.

Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑшӑн пуҫарнӑ ӗҫе халӗ тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче вӑй чакнине туятӑр. Хирӗҫӳсенчен пӑрӑнма тӑрашӑр, мӗншӗн тесен вӗсем ӗҫе тата пултарулӑха япӑх витӗм кӳме пултарӗҫ. Юнкун тата кӗҫнерникун кӗтмен ӗҫлӗ ыйтӑва пурнӑҫалма лайӑх. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ ыйтусене вара татса памалла мар. Эрне вӗҫнелле налук тата финанс ыйтӑвӗсемпе ӗҫлӗр.

Ҫӗртме, 01

1990
36
Харитонов Владимир Eгорович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть