Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Наци кросӗ __Патӑрьел районӗнчи__ __Сӑкӑт__ ялӗнче спорта юракансен уявӗ пулса тӑчӗ. Кашни ҫулах пысӑк хавхаланупа иртет вӑл. Ҫак хаваслӑ уява хутшӑнма чӑн-чӑн спортсменсене ҫанталӑк сӳрӗклӗхӗ чӑрмантараймасть. Акӑ, хальхинче те, ҫумарлӑ ҫанталака пахмасӑр, старта ҫӗр ытла ҫын тӑчӗ.

Чи малтанах физкультурӑпа спорта юратакансене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансене __Сӑкӑт ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Сергей Толстов уяв ячӗпе ӑшшӑн саламларӗ. Ун хыҫҫӑн Сӑкӑт шкулӗн ертӳҫи Анатолий Падусев сӑмах илчӗ. Сӑкӑт шкулӗн физкультура учителӗ Владислав Анюров чи малтан ялти «Ҫӑлкуҫ» ача пахчин ӗҫченӗсене, унта ҫӳрекен пӗчӗк шӑпӑрлансене старта тӑратрӗ. Ун хыҫҫӑн Сӑкӑт шкулӗнче вӗренекенсем — малтан кӗҫӗн классем, кайран вӑтам тата аслӑ классем — тӗрлӗ дистанцисене пӗр-пӗринпе ӑмӑртса чупрӗҫ.

Спорт уявӗнче «Чи ҫамрӑк спортсмен» ята ача пахчине ҫӳрекен А.Ёлкин ҫӗнсе илчӗ. А.Правитель, В. Шапкин, В.Кариков тата Л.Чернова, В.Чумакова, М.Анюрова кӗҫӗн классенче вӗренекенсем те чи маттуррисем пулчӗҫ кросра. Кӗске ҫаврӑма ачасем пурте хӑвӑрт чупса тухрӗҫ. Жюри никамӑн кӑмӑлне те хӑварас темерӗ — кашнинех мухтав хучӗпе чысларӗ. Д.Хмелёв, А.Сандыркин, А.Кузнецов тата В.Чернова, А.Кузнецова, М.Анюрова вӑтам классенче вӗренекенсем кросра чӑн-чан маҫтӑрсем пулни палӑрчӗ. Ӑмӑртусене хутшӑнакансен ҫулӗсем ӳссе пынӑ май, дистанци те вӑрӑмланчӗ. В.Лукьянов, Б.Юсупов, Ю.Тинюков тата Г.Прокопьева 8–9 классен спортсменӗсем старта чи малтан ҫитрӗҫ. Аслӑ классем хушшинче вара Е.Анюров, А.Анюров, А.Кушников шкул чемпионӗсем Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Наци кросӗ-2013 Сӑкӑтра тивӗҫлӗ шайра иртрӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 26

1906
120
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть