Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нумаях пулмасть массӑлӑ информаци хатӗресенче «Улӑп» чӑваш халӑх эпосне туркӑлла пичетлесе кӑларнӑ сас-хура тухрӗ. Ҫак пысӑк ӗҫе вара Турцири паллӑ чӗлхеҫӗ тата фольклорист — Бюлент Байрам пурнӑҫланӑ пулнӑ имӗш. Ҫурлан 29-мӗшӗнче вара республикӑри наци вулавӑшӗнче кун ҫутти курнӑ куҫарӑвӑн хӑтлавӗ иртнӗ.

Куҫарупа тата унӑн авторӗпе паллашма хӑтлава республикӑри паллӑ ӑсчахсем, чӑваш культурине аталантаракансем, литература никӗсне тытса пыракансем — __Порфирий Афанасьев__, __Юрий Сементер__, __Раиса Сарпи__, __Петӗр Яккусен__, __Валери Туркай__ — сӑвӑҫӑсем, __Борис Чиндыков__ — ҫыравҫӑ, «Улӑп» эпоса вырӑс чӗлхи ҫине куҫаракан — __Аристарх Дмитриев__, Эктор Алос-и-Фонт — социолог, __Николай Егоров__, __Виталий Родионов__, __Георгий Фёдоров__ — филологсем тата ытти чӑваш интелегенцийӗ пуҫтарӑннӑ.

Трибуна умне тухса калаҫакансен йышӗ сахал мар пулчӗ, вӗсенчен кашни Бюлент Байрам ӗҫе-хӗлӗн пысӑк тӳпине палӑртрӗ. Улӑп пирки ҫырнисене пӗр кӗнекене пӗрлештернӗ Хӗветӗр Ҫуйӑн ҫыравҫӑ ӗҫне туркӑлла куҫарни чӑннипех те республикӑшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. __Валери Туркай__ хӑйӗн калаҫӑвӗнче тӗрӗс шухӑш палӑртрӗ: «Чӑваш халӑхне юратмасӑр, халӑх чунне ӑнланмасӑр ҫак пысӑк ӗҫе пурнӑҫлама май ҫук». Бюлент Байрам калаҫӑвне, тыткалӑшне сӑнасанах вӑл пирӗн халӑха юратнине, хисепленине лайӑхах курса тӑратӑн. Республика тӗп хулине 7-мӗш хут килсе курнӑ Байрам хӑтлавра чӑвашлах хитре те таса калаҫма тӑрӑшрӗ. Хӑйне ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн вӑл пурне те тав турӗ, тухса калаҫакансене кашнинех тенӗ пек турккӑ чӗлхипе тухнӑ «Улӑп» кӗнекине парнелерӗ.

Бюлент Байрам ҫак куҫарусӑр пуҫне Турци Республикинче чӑваш халӑхӑн чӗлхипе культурине халаласа темиҫе кӗнекех пичетлесе кӑларнӑ: «Чӑваш-турккӑ словарӗ» (Конья, 2007), «Чӑвашсен паттӑр халапӗсем: Улыпы» (Анкара, 2010), «Улып» эпос Сюмна Хведера» (Пӗр тӗпчев чӑвашсен «Калевале» ҫинчен) (Анкара, 2012). Ҫак кӗнекесем ӗнтӗ тепӗр хут чӑвашпа турккӑ халӑхӗсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа культура ҫыхӑвӗсем тачӑ пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Ҫынсем умне тухса калаҫма кӑмӑл тунӑ __Илле Иванов__ та Бюлент Байрам ӗҫӗ-хӗлне мухтарӗ, пултаруллӑ фольклориста тепӗр ҫул Литература тата культура енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тунӑшӑн республикӑри патшалӑх премине илекенсен кандидачӗсем шутне кӗртме сӗнчӗ. Залри халӑх та ҫак шухӑша ырларӗ. Унсӑр пурнӑҫне Илле Иванов пирӗн халӑхӑн ӗҫсӗрлӗхне палӑртса хӑварчӗ. «Мӗншӗн ытти ҫӗршывсем пирӗн халӑх культурипе, литературипе кӑсӑкланаҫҫӗ, эпир вара вӗсенне тӗпчеместпӗр?» — ыйтрӗ журналист. Тӗрӗк халӑхлӑ ҫӗршывсен вӗренӳ учрежденийӗсене тӳлевсӗр вӗренме майсем пур пулин те, пирӗн халӑх ку тупӑшпа усӑ курманнине те палӑртса хӑварчӗ Иванов. Ку шухӑша Бюлент Байрам та ҫирӗплетрӗ.

Бюлент Байрӑмӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулмалла. Ӑна мухтанӑ пек, пирӗн ӑсчахсене те ытти ҫӗршывсенче ҫапла мухтамалла пултӑрччӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть