Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ачасен интересӗсене хӳтӗлессипе туса ирттермелли ӗҫсене пурнӑҫлассипе ҫак эрнере координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов унта сусӑр ачасен пурнӑҫне ҫӑмӑллатас ыйтусем тавра тухса калаҫнӑ.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра сусӑр ачасен хисепӗ 5 пине яхӑн. Вӗсенчен 1 150-шӗ — шкул ҫулне ҫитменнисем. Сусӑрсене вӗрентме ятарлӑ учрежденисем пур. Хӑшӗсем вара муниципалитет шкулӗсенче те ӑс пухаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсенче 2 100 ача вӗреннӗ. Ку йышран 210-шӗ пӗлӗве дистанци мелӗпе шӗкӗлченӗ, 507-шӗ патне учительсем киле пырса ҫӳренӗ. Ҫапах та сусӑрсене вӗрентессинче йӑлтах кал-кал теме ҫук. Шкулсенче логопедсемпе дефектологсем ҫитмеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫавӑн йышши 71 специалист тӑрӑшать. Вӗсенчен пысӑк йышӗ, 55 логопедпа дефектолог, __Шупашкар|тӗп хулари__ шкулсенче ӗҫлет, __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ — 6 специалист, __Ҫӗрпӳ__ хулинче тата __Ҫӗмӗрле районӗнче__ — 2-шер, __Улатӑрпа__ __Канаш__ хулисенче. __Вӑрнар районӗ|Вӑрнар__, __Хӗрлӗ Чутай районӗ|Хӗрлӗ Чутай__, __Вӑрмар районӗ|Вӑрмар__ тата __Шупашкар районӗ|Шупашкар__ районӗсенче — пӗрер. Ытти районта вара пачах ҫук. Ларӑва хутшӑннӑ республика Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ вӗренӳ учрежденийӗсене логопедсемпе тата дефектологсемпе тивӗҫтерес ыйтӑва татса пама хушса хӑварнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть