Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Лаптӑксене симӗслентерсе тирпей-илем кӗртес енӗпе Трак тӑрӑхӗнче ҫулленех курав-конкурс ирттереҫҫӗ.

Вӑл кӑҫал та ял тӑрӑхӗсем, предприятисемпе организацисем тата учрежденисем, уйрӑм ҫынсем хутшӑннипе 5 енпе иртнӗ. Курав-конкурса пурӗ 15 ӗҫ тӑратнӑ.

Номинацисемпе ҫӗнтерӳҫӗсен йышне камсем кӗнӗ-ха? Ялсене тирпей-илем кӗртессипе, акӑ, пӗрремӗш вырӑна __Мӑн Шетмӗ__, иккӗмӗшне — __Упи__, виҫҫӗмӗшне __Кӗҫӗн Шетмӗ __ ялӗсем йышӑннӑ.

Организацисен территорийӗсене симӗслентерсе тирпей-йӗркене кӗртессипе малти виҫӗ вырӑна «Бытовик» АХО, Красноармейскинчи райпо тата «Чесла» ТМЯО тивӗҫнӗ — вӗсене I–II–III степеньлӗ дипломсемпе чыслӗҫ тата 10–5–3 пин тенкӗ укҫан преми парӗҫ.

Социаллӑ сферӑри учрежденисен территорийӗсене тирпей-илем кӗртессипе 1–2–3-мӗш вырӑнсенче __Именкассипе__ __Карай__ шкулӗсем тата «Парус» ача пахчи мала тухнӑ — вӗсене укҫа ытларах лекӗ — дипломсемсӗр пуҫне 20–10–5 пин тенкӗпе хаваслантарӗҫ.

Уйрӑм секторти урамсенче тирпей-йӗрке тӑвассипе __Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхне__ кӗрекен __Именкассинчи__ К. Маркс урамӗнче пурӑнакансем маттуртарах пулчӗҫ. Вӗсем I степеньлӗ дипломпа пӗрлех 3 пин тенкӗ преми илӗҫ. Иккӗмӗшӗнче — Красноармейски ял тӑрӑхӗнчи __Йӳҫкассинчи__ Кӗпер урамӗ (II степеньлӗ диплом тата 2 пин тенкӗ), виҫҫӗмӗшӗнче — __Кӗҫӗн Шетмӗри__ В. Петров ячӗллӗ урам (III степеньлӗ диплом, 1 000 тенкӗ).

Чечек пахчисемпе кану кӗтесӗсене илемлӗрех тӑвассипе __Янкасри__ Пушкин ячӗллӗ урамри 37-мӗш ҫуртри Григорьевсене ҫитекенни пулман. Вӗсен кил-ҫурчӗпе пахчин кашни кӗтесӗ капӑрлӑхпа палӑрать. Ҫак хитрелӗхе, паллах, ылтӑн алӑсем туни никама та иккелентермерӗ. Кил хуҫи — Петр Иванович — Красноармейскинчи физкультурӑпа сиплев комплексӗн тренерӗ, мӑшӑрӗ — Елена Сергеевна — пӗчӗк ачапа ларать. Григорьевсем икӗ ывӑлне те пӗчӗкрен илемлӗхе курса ҫитӗнме, ӑна харпӑр хӑй аллипе тума вӗрентсе ӳстереҫҫӗ. Ыт ахальтен мар вӗсем I степеньлӗ дипломпа 3 пин тенкӗ укҫан премине тивӗҫрӗҫ.

Ку номинацире __Еншик Чуллӑри__ Мир урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑнакан Агафия Николаевна Николаева — II степеньлӗ дипломпа 2 000 тенкӗ премине, __Упи ял тӑрӑхн__е кӗрекен __Янмурҫин__ ялӗнчи Николаев урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра пурӑнакан Клементьевсен ҫемйи вара III степеньлӗ дипломпа 1 пин тенкӗне ҫӗнсе илнӗ.

Районти смотр-конкурсра пӗрремӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ ӗҫсене ялсене чи лайӑх симӗслентерсе тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе ирттерекен республикӑри курав-конкурса тӑратаҫҫӗ. Ҫак яваплӑ ӗҫре хӑйсене лайӑх кӑтартмашкӑн ӑнӑҫу сунар вӗсене!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 26

1906
120
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть