Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Паянхи кунсенче пӗлӳҫӗсем чӑваш эстрадине ҫукпа пӗррех хаклаҫҫӗ. Ку та терӗс пуль. Юрӑҫисем кӗввисене те ҫыртарма ӳркенеҫҫӗ, ара ытла тӑкаклӑ та пуль. Ҫавӑнпа та час-часах сцена ҫинчен кӗвви — вырӑс е ют ҫӗршыв эстрадинчен, юрӑ сӑмахӗ вара — чӑвашла янӑрать. Ун йышши «пултарулӑхпа» паллашсан эпӗ тӗмшӗн юрӑ тӑршӗпе «ӑҫта-ши ку кӗвве маларах илтнӗччӗ» тесе шутласа ларатӑп ҫеҫ. Ҫапах та чӑваш эстради пушшех анса ларнӑ теме эпӗ пӗрех хӑяймастӑп. Ҫак уйрӑм эстрада тӗнчинче те мухтавлӑ ывӑлӗсем пур. Вӗсенчен пӗри «Янра юрӑ» ансамбльӗн ӑсталӑх ертӳҫи, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Чӑваш республикин тата Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ __Вячеслав Христофоров__.

Ҫак чӑваш эстрада кӑвайтне сӳнме паман юрӑҫӑ ҫурлан 11-мӗшӗнче Оперӑпа балет театрӗнче хӑйӗн 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.

Вячеслав Христофоровӑн тӗлленмелле хитре, уҫӑ сасӑ. Мӗнпур юрра вӑл чӗре витӗр кӑларса юрлать. Юрӑҫӑн репертуарӗ те пуян. Вӑл сцена ҫинче чӑваш, вырӑс тутар юррисене, романс, оперсенчи арисене шӑрантарать. Республикӑра кӑна мар ытти ҫӗршывсенче те паллӑ артиста Чӑваш Енӗн нацисен ӗҫӗн тата архив ӗҫӗн пайӗпе ӗҫлекен культура министрӗ Вадим Ефимов юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ. Эпир те Вячеслав Христофорова чунтан саламлатпӑр, эстрадӑра тата та пысӑк ҫитӗнӳсем тума сӗнетпӗр.

**Пӗлме**: пултаруллӑ, мухтава тивӗҫ юрӑҫ Вячеслав Христофоров __Елчӗк районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Пӑва__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 26

1906
120
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем