Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кашни ҫулах ҫуллахи кунсенче ял халӑхӗ хаваспах Ял уявне паллӑ тума пуҫтарӑнать. Шӑматкун, утӑн 27-мӗшӗнче вара Ял кунне __Етӗрне районӗнчи__ __Анат Явӑш__ ялӗ уявланӑ. Уява Мӑн Явӑшсем кӑна мар, кӳршӗ ялӑн ҫыннисем те, чӗннӗ хӑнасем те пуҫтарӑннӑ. Ҫирӗпленнӗ йӑла тӑрӑх уява чи малтанах Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Т.С. Леонтьева уҫнӑ. Хыҫҫӑн ял ҫыннисене саламлама сӑмаха __Етӗрне районӗн__ администраци пуҫлӑхӗ В.Н. Кузьмин тата район администрацийӗн социаллӑ политика пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ А. Г. Иванова илнӗ.

Уява пуҫтарӑннӑ халӑха К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театӑрӑн артисчӗ Григорий Федоров хӑйӗн кӑсӑклӑ концерт программипе илӗртнӗ. Унсӑр пуҫне куракансене сцена ҫине тухнӑ вырӑнти фольклор коллективӗ «Выла», __Хӗрлӗ Чутай районӗн__ __Кивӗ Атикасси__ ял тӑрӑхӗнчи фольклор ансамблӗ «Шупуҫ» хӑйсен юрӑ-ташшипе савӑнтарнӑ. Яланхилле уяв иртнӗ тӳремре суту-илӳ ӗҫне ирттернӗ, ача-пӑчасем валли аттракционсем ӗҫленӗ.

Хӑйсен вӑй-хӑватне ял халӑхӗ спорт ӑмӑртӑвӗсенче тӗрӗсленӗ. Шӑпӑрлансем те асфальт ҫулӗ ҫине ӳкерессипе пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ. Уяв пӗтемӗшлӗ савӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ иртнӗ. Ял кунне ташӑ дискотеки вӗҫленӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлмен ӗҫе ан тытӑр: ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлеме информаци тата опыт сахал пулни чӑрмантарӗҫ. Иккӗленӳллӗ мероприятисене хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Ку эрнере асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ. Арҫынсен кая хӑварса пынӑ ӗҫсене пуҫӑнмалла. «Пур ҫӗрте те виҫине пӗл» — ку эрнере хӗрарӑмсем ҫак девиза пӑхӑнмалла. Ку апатланассине те пырса тивет.

Утӑ, 13

1934
92
Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ.
1945
81
Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1953
73
Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ.
1966
60
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ