Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Паттӑр пулса ҫуралмаҫҫӗ, паттӑр пулса ӳсеҫҫӗ», — ҫапла каларӑш ҫӳреччӗ мар-ши халӑхра? Утӑн 11-мӗшӗнче хӑйӗн патне Женя ятлӑ арҫын ача чупса килсессӗн __Канаш районӗнчи__ __Вӑтакас Кипечри__ вӑтам шкулӑн 8-мӗш класс вӗренекенӗ Николай Константинов паттӑрлӑх ҫинчен мар шутланӑ. Пӑлханнӑ саспа шӑпӑрлан Кольӑна __Чулкӑмака__ ялӗнче пурӑнакан 12 ҫулхи Веня Васильев шыв-шурта путма тытӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Путакан иккен аслисенчен ирӗк ыйтмасӑрах тата тепӗр шӑпӑрланпа (Алеша ятлӑ) сулӑпа кӳлле ишме кайнӑ. Инкек сиксе тухнӑ вӑхӑтра шыв-шур таврашӗнче пӗр ҫын та курӑнман. Сулӑ шыв-шурта ҫаврӑнса ӳкне те вара икӗ арҫын ача та шыв ытамне лекнӗ: пӗр ачи ишме пӗлнӗ, Веня вара ҫук. Пулӑшу ҫинчен кӑшкӑрнине илтсенех Николай Константинов хӑйӗн кил-ҫурчӗпе урам урлӑ вырнаҫнӑ пӗве хӗрне вӗҫтернӗ. Шыва вал пӗр иккеленмесӗр сикнӗ, тӑнне ҫухатнӑ ачана тупса ҫыран хӗрне кӑларнӑ.

Турра шӗкер, инкек тухнӑ кун яла хунямӑшӗ патне хӑнана «Ф.Г. Григорьев ячӗллӗ Канаш районӗн тӗп пульницин» васкавлӑ пулӑшу пайӗнче фельдшер пулса ӗҫлекен Владимиром Степанов килнӗ пулнӑ. Вӑл путнӑ ачана тӑна кӗртме пултарнӑ, ҫапла вара клиникӑлла вилӗмрен ҫӑлнӑ. Хыҫҫӑн Владимир Степанов васкавлӑ пулӑшу пульницине шӑнкӑравланӑ.

Хальхи вӑхӑтра шӑпарланӑн сывлӑхне нимӗн те пӑшӑрхантармасть, вал майӗпен Шупашкарти пульницара сывалать. Сӑмах май, Веня ҫемьере пӗртен-пӗр ывӑл иккен.

Николай Константинов «Хӑвна паттӑр теме пултаратӑн-и?» ыйтӑва ҫапла хуравланӑ: «Ҫук, енчен те ҫакӑн йышши инкек татах та тухсан эпӗ иккеленмесӗрех ҫӑлма васкӑп».

Николай Константинов паттӑрлӑхӗ чӑнахах та мухтава тивӗҫ. Ҫак ӗҫ ыттисемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулмалла.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайӑшӗн кӑмӑлӗ тӑрук улшӑнса тӑрӗ. Яваплӑх туйӑмӗ сирӗн илӗртӳлӗхе кансӗрлеме пултарӗ, анчах эсир кӑтартусем ҫӗнсе илме хӑнӑхнӑ. Ку эрнере харпӑр пурнӑҫа йӗркелеме, хӑш-пӗр ӗҫлӗ хутшӑнусене ӗҫлӗ хутшӑнӑва куҫарма май килӗ.

Ака, 17

1910
116
Семенов Леонид Федорович, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Жуков Юрий Нестерович, чӑваш баянисчӗ, кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ.
1955
71
Смирнова Галина Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1961
65
Валери Туркай, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Журналистсен Ҫемен Элкер ячӗллӗ премине йӗркеленӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи