Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Хавал» обществӑлла халӑх пӗрлешӗвӗ Шупашкарти троллейбус управленине тӗп хулари троллейбуссем ҫинче чӑваш тата вырӑс чӗлхине пӗр тан праваллӑ тума ыйтса ҫыру янӑ. Унӑн копийӗ «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫатра та пур-мӗн.

Хальхи вӑхӑтра __Шупашкарта__ общество чарӑнӑвӗн вырӑнӗсене икӗ чӗлхепе калаҫҫӗ-ха. Анчах «Асӑрханӑр, алӑк хупӑнать», троллейбусран тухас умӗн япаласене илме манмалла маррине, ҫул укҫи тӳлемеллине аса илтерекен тата ытти ҫавӑн йышши сӑмаха вырӑсла кӑна пӗлтереҫҫӗ.

«Хавал» ун пек пӗлтерӳсене икӗ чӗлхепе — чӑвашла тата вырӑсла — калама чӗнсе калать. Тата республика Конституцийӗн 8-мӗш статйинче пӑхнине тӗпе хурса: малтан чӑвашла каламалла, унтан — вырӑсла.

Асӑннӑ общество организацийӗ троллейбусра вырӑсла ҫырса хунӑ «Кӗмелли» (вӗсен вариантӗнче: Кӗме), «Тухмалли» (Тухма), «Ан таянӑр» йышши сӑмахсене те чӑвашла ҫыртарттарасшӑн. Кондукторсемпе водительсене вара «Эпӗ чӑвашла та, вырӑсла та калаҫатӑп» бейджикпа тивӗҫтерттересшӗн. Ку сӗнӳсене икӗ патшалӑх чӗлхиллӗ регионсен тӗнчери опытне тӗпе хурса хатӗрленӗ иккен. Ҫырӑвӑн копине республикӑн транспорт тата суту-илӳ министрӗ Михаил Янковский патне ҫитернӗ.

«Хавал» хастарӗсем каярах апла ҫырусене Шупашкарти автотранспорт предприятине тата __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ троллейбус управленине ярасшӑн.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

2 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 26

1906
120
Ростов Порфирий Матвеевич, «Колхозник ҫулӗпе» хаҫат редакторӗ ҫуралнӑ.
1950
76
Эктел Василий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Петрова Татьяна Николаевна, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗренӳ ӗҫченӗ, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та