Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

**«Кун пек уява тахҫанах курман», — тенӗ-мӗн __Муркаш районӗнчи__ __Мӑн Сӗнтӗрти__ уява пухӑннисем. Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрлӗн кӗрлекен ял кунӗ пуль тетӗр-и? Мар-ха. Вӑл тӑрӑхри халӑх валли утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вырӑнти райпо пысӑк уяв туса панӑ.**

Мӑн Сӗнтӗрти потребитель обществин савӑнмалӑх-палӑртмалӑх сӑлтавӗ чӑннипех пулнӑ — вӑл 100 ҫулхи юбилейне палӑртнӑ. Вырӑнти райпон «ҫавра» дата ҫывхарнине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем малтанах туйса тӑнӑ: иртнӗ уйӑх тӑршшӗпех райпо лавккисенче «Чи хастар туянакан» акци иртнӗ. Кам пин тенкӗрен ытлалӑх туянать, ҫавӑ лотерейӑна хутшӑнма тивӗҫет. Уявра вара чи хастар туянакансене парнесемпе чысланӑ. Николай Прохоров (уяв пирки хыпарлакан информацире вӑл ӑҫтан пулнине, шел те, каламан), сӑмахран, велосипедлӑ пулса тӑнӑ иккен. Ӑна кӑна чысламан-ха, ыттисене те парне лекнӗ. Кама — пӗчӗк хумлӑ кӑмака, кама — электричествӑпа ӗҫлекен чейник, кама — парне сертификачӗ. Парне списокӗнче ҫавӑн пекех — карас телефонӗ, телевизор, электровентилятор. Пурне те асӑнса пӗтереймӗн...

Уяв вара ирхи вунӑ сехетре мини-футболтан пуҫланнӑ. Райпо кубокне ҫӗнсе илессишӗн 11 ушкӑн мечӗк хӑваланӑ. Хӗрӳ вӑйӑра __Муркаш ял тӑрӑхӗ|Муркаш__, __Мӑн Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗ|Мӑн Сӗнтӗр__ тата __Москакасси ял тӑрӑхӗ|Москакасси__ ял тӑрӑхӗсен ушкӑнӗсем малти виҫӗ вырӑна пайланӑ. Пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ муркашсене кубоксӑр пуҫне така та лекнӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ мӑн сӗнтӗрсемпе москакассисен те кӳренмелле пулман — вӗсене те парнесӗр хӑварман.

Аслисемпе уява килнӗ шӑпӑрлансене те тунсӑхлаттарман уявра. Вӗсем валли театрализациленӗ уявах туса панӑ. Тата клоунӗсем мӗне тӑнӑ! Вар хытичченех кулнӑ пӗчӗкскерсем вӗсене пӑхса. Ачасем валли конкурссем те йӗркеленӗ, дискотека та! Райпо ӗҫченӗсем канихвет пӗремӗкпе те кӑмӑлтан сӑйланӑ.

17 сехетре вырӑнта тавар туса илекенсен апат-ҫимӗҫӗн курав-сутӑвӗ уҫӑлнӑ. Ҫав вӑхӑтра апат-ҫимӗҫе те ас тивсе пӑхма май килнӗ.

19 сехетре вара уява официаллӑ майпа уҫнӑ. Мӑн Сӗнтӗрти райпона юбилейпе Чӑвашпотребсоюз председателӗ — республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ В.М. Павлов, район админитрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан В.К. Ананьев тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.В. Лаптев саламланӑ. Райпо тытӑмӗнче ӗҫлекенсене Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысланӑ.

Уява концерт тата салют вӗҫленӗ. Ҫук-ха, каҫхи вунпӗр сехетре кӑтартнӑ салют хыҫҫӑн аслисем валли ташӑ каҫӗ пуҫланнӑ. Вӑл ирхи виҫӗ сехетченех тӑсӑлнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Тен, ку эрнере пессимистла кӑмӑл пулӗ. Ҫынсем халӗ сире хирӗҫ, ҫавӑнпа кӑмӑла кайман ҫынсемпе хутшӑнма ан тӑрӑшӑр. Тарӑхмалла мар, тӗнчери пулӑмсенчен аякра пулмалла. Хыпарсем ан пӑхӑр, тӗнче тетелӗнче те вӗсене ан пӑхӑр. Хурлӑхлӑ хыпар курас хӑрушлӑх пур.

Ҫурла, 20

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш вӗрентевҫи, историкӗ ҫуралнӑ.
1930
95
Пушкӑрт Республикинче Авӑркаспа Паймак районӗсене йӗркеленӗ.
1938
87
Эриванов Николай Лазаревич, чӑваш музыка фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ.
1957
68
Воронов Станислав Кириллович, генерал-лейтенант ҫуралнӑ.
1984
41
Малышев Юрий Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть